20-ри «Чăваш хĕрарăмĕ»

1 Фев, 2017

Чăваш пикисен республикăри пĕртен-пĕр хаçачĕ тухма пуçланăранпа кăрлачăн 30-мĕшĕнче 20 çул çитрĕ.

1997 çулта “Хыпарăн” хушма кăларăмĕ пек тухма тытăннăскер темиçе çулта чăваш хĕрĕсемпе арăмĕсен, кинемейсемпе инкесен юратнă хаçачĕ пулса тăчĕ. Ăна арçынсем те кăмăлласа вулаççĕ. Малтанхи çулсенче çĕнĕ хаçата ура çине тăратас тесе Галина Матвеевăпа Валентина Смирнова журналистсем чылай ĕçленĕ. 20 çул хушшинче редакцин пултарулăх лаççинче нумай-нумай çын ăсталăха туптанă. Паян “Чăваш хĕрарăмне” вулакан патне çитерес тесе Маргарита Ильина редактор, Марина Тумалановăпа Татьяна Наумова корреспондентсем, Альбина Васильева корректор тата операторсем ырми-канми вăй хураççĕ. Хальхи вăхăтра хаçата Чăваш Енре 8412 çын илсе тăрать. “Вăхăт таппи”, “Сăнсем, пулăмсем”, “Эсĕ тата эпĕ”, “Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен” ятарлă кăларăмсенче республикăри паллă пулăмсемпе чăваш хĕрарăмĕн пурнăçне сăнлакан, ял шăпипе çемье ыйтăвĕсене хускатакан статьясемпе тĕрленчĕксем кун çути кураççĕ.

Рубрика: 

Комментировать