Ача-пăча аслисенчен тĕслĕх илет

1 Фев, 2017

“Спорт сывлăха çирĕплетет, пурăнма хавхалантарать, çав вăхăтрах вăл — усăллă кану та. Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнмашкăн ачаран хăнăхтармалла”, — тенĕ РФ Президенчĕ Владимир Путин.

Олег Кусковпа Сергей Светлаков та çитĕнекен ăру спорта юратса ÿстĕр тесе тăрăшаççĕ. Хăйсем мĕн ачаран йĕлтĕр спорчĕпе тата биатлонпа туслă. Халĕ те йĕлтĕр çине тăмасăр кун иртмест вĕсен. Çак кунсенче спорт ветеранĕсем çамрăк йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне йĕркелерĕç. Тупăшу Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн биатлон центрĕнче иртрĕ.

Йĕлтĕр çине тĕрлĕ ÿсĕмри 250 яхăн спортсмен тăчĕ. Кăçал Чăваш Ен спортсменĕсемпе кĕрешме Саратов, Балаково, Алдан /Якути/ хулисенчен, Мари Республикинчен килнĕ. Яшсемпе хĕрсем 2-5 километрлă дистанцисенче вăй виçрĕç.

Чи малтан старта 10-12 çулсенчисем тухрĕç. Ку ăмăртура Варвара Скоросуева /Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕ/ тата Михаил Архипов /Канашри “Локомотив” спорт шкулĕ/ çĕнтерчĕç. 2003-2004 çулсенче çуралнă спортсменсен йышĕнче Вăрнарти Анастасия Тикиневăпа Çĕнĕ Лапсарти Максим Леонтьева çитекенни пулмарĕ. 5 çухрăмлă дистанцие Канаш районĕнчи Анна Иванова пĕрремĕш вĕçлерĕ, яшсен хушшинче Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн воспитанникĕ Станислав Герасимов çĕнтерчĕ.

Спорта аталантарас енĕпе Раççейре Чăваш Ен чи лайăх регионсен йышне кĕрет. 2015 çулта пирĕн республика “Физкультура тата массăллă спорт” номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та чăваш халăхĕ спорта юратнине палăртать. “Уйрăмах ку енĕпе çемьесем тĕслĕх кăтартаççĕ. Ачисене мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентекен ашшĕ-амăшĕ ырă сăмаха тивĕç. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче спортпа туслă çемьесен йышĕ татах ÿсессе шанатăп”, — тенĕ Михаил Васильевич.

Андрей МИХАЙЛОВ

Рубрика: 

Комментировать