Раççей Федерацийĕн Конституцине - 20 çул

Çĕр-шыв аталанăвĕ, пурăнăç хăтлăхĕ, патшалăх малашлăхĕ пирки калаçнă чух эпир ялан тенĕ пекех Николай Некрасовăн: «Сăвăç пулмасса та пултаран, граждан пулма - сан тивĕçÿ», - сăвă йĕркисене аса илетпĕр. Чăнах та, Конституци - гражданлăх институчĕн тĕкĕрĕ. Гражданлăх мĕнле аталаннине ăнланас тесен иртнине те манмалла мар. Раççей Конституцийĕ 20 çул тултарнине чысланă май эпир истори мĕн вĕрентине те аса илес терĕмĕр.

Ыйтусем

1. «Аслă çеçен хирĕн конституцийĕ» тесе саккунсен мĕнле тытăмне калама пулать/ Ăна çирĕплетекенĕ кам пулнă/ Мĕн пысăкăш территорие йĕркелесе тăнă вăл/

2. Чăваш литературинче совет саманин Конституцине чысланă чи паллă произведени мĕн ятлă/ Унăн авторĕ кам/

3. Раççей Федерацийĕн Гербĕн сăнарлăхĕ мĕне пĕлтерет/ Ăçтан вĕçсе килнĕ икĕ пуçлă ăмăрт кайăк/

4. Раççей Конституцийĕн йĕрке-тытăмĕ.

5. Мĕнле документа этемлĕх конституцийĕ теме пулать/ Ăна хăçан тата ăçта йышăннă/

Викторина хуравĕсене раштавăн 10-мĕшĕччен çырупа е редакцин электрон почтипе (tantas@list.ru) ярса парăр.