Кооперативсен съездĕнче

9 Апр, 2014

Кăçалхи ака уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Санкт-Петербург хулинче пĕтĕм Раççейри агропромышленноç куравĕ йĕркеленĕ, çак анлă мероприяти шайĕнче ялти кооперативсен II съезчĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕнчи 76 регионран 700 ытла çын хутшăннă. Чăваш Ен делегацине (унта Сĕнтĕрвăрри, Тăвай, Муркаш, Красноармейски, Шупашкар районĕсенчи ял хуçалăх производство кооперативĕсенчен, Чăвашпотребсоюзран хутшăннă) "Агро-Инноваци" КУП директорĕ Николай Васильев ертсе пынă.

Форумра ялти кооперацие патшалăх пулăшăвĕпе мала ямалли майсем, вĕсене саккун тĕлĕшĕнчен çирĕплетесси çинчен калаçнă, ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене укçа-тенкĕпе çăмăлрах мелпе тивĕçтерессипе, ялсене аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Тĕрлĕ секцине хутшăнса делегатсем тухăçлă ĕçленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.