Ĕç вырăнĕсем пулĕç

26 Янв, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Fujikura Automotive Europe вице-президенчĕпе Хорхе Гарсияпа тата "Фуджикура Аутомотив РУС Шупашкар" ОООн ĕç тăвакан директорĕпе Ярослав Болсуновскипе курнăçнă. Тĕлпулура "Фуджикурăн" Чăваш Енри производство лаптăкĕсене пысăклатас ыйтусене сÿтсе явнă.

Хорхе Гарсия Чăваш Ен Пуçлăхне тухăçлă ĕçтешлĕхшĕн тав тунă. "Эпир малтанхи тĕллевсене пурнăçларăмăр, саккасçăсем компани ĕçĕпе кăмăллă. Клиентсем пире шанаççĕ. Виçĕ çул каялла, эпир кунта ĕçлеме тытăннă чух, инвестици вăрахлăха пуласса палăртнăччĕ. Тĕп ĕçтешпе, "Фольксваген" концернпа, пĕрле малашне хушма бизнеса аталантарасшăн. Хамăрăн проектсене хывакан инвестицисене пысăклатасшăн. Штата 2 пин çын таран ÿстерме палăртатпăр", — тенĕ. Вăл компани Раççейри тата ют çĕршывсенчи саккасçăсене явăçтарас енĕпе ĕçленине палăртнă.

Михаил Игнатьев хăнасене бизнеса яваплăха туйса тытса пынăшăн тав тунă. "Фуджикура Аутомотив РУС Шупашкар" ООО çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелерĕ. Унăн ĕçченĕсем республика экономикинчи шайран 1,5 хут пысăкрах шалу илеççĕ. Ку пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир яваплăха туякан бизнес Чăваш Енре хăйне хăтлă туйтăр тесе малашне те пĕтĕмпех тăвăпăр", — шантарнă Михаил Васильевич.

Рубрика: 

Комментировать