Пĕр урипе акара, тепринпе вырмара

9 Апр, 2014

"Çурхи акана ирттерсе ярăпăр-ха. Пĕр-икĕ эрнене чăтма пулать. Акса ÿстернине пухса илесси пуçа хыçтарать", – тетчĕ ертÿçĕре ĕçлекен пĕлĕшĕм. Тĕрĕсех каланăн туйăнать, анчах кашни ĕççи – яваплă, шанчăка тÿрре кăлармалли тапхăр. Кăçалхи çур акире кама ытларах шанма пулать тесен Сĕнтĕрвăрри районĕнче вăрах шухăшламаççĕ. Ăнăçлă ĕçлекен, паха тыр-пул туса илекен ху­çалăх кунта йышлă мар.

Михаил Тагеев фермер юхăннă хуçа­лăха вирхĕнсе кĕчĕ те урлă выртана тăрăх çавăрса хисепе тивĕçрĕ. Хăйне май кăсăклă ертÿçĕ вăл. Çав тери нумай пĕлет, чăннине тÿртен калать, лăпкă пупленĕ ху­шăрах "патака" шарт хуçма пултарать. Шут-хисеп енчен пуçĕ арман пек авăрать, çавăн­па бухгалтерсемпе экономистсем унăн умĕнче ытлашши шарламаççĕ. Мĕнле те пулин ыйтăва йăнăш хуравласан – пĕтрĕ пуç, туххăмрах намăс куратăн.

Эпĕ те акă кăнтăрлахи апат çинĕ вăхăтра чухламасăр хуçалăх çурхи акана мĕнле хатĕрленни çинчен ыйтусем пама тытăнтăм та сăмах илтрĕм – "сĕтел хушшинче апатланаççĕ, ĕç çинчен калаçмаççĕ". Тĕрĕссишĕн çынна епле кÿренĕн? Тепĕр чухне хивререх хурав илтсен те çилленместĕн. Кăмăла çавăрса яма пултарать.

Фермер хуçалăхĕ йĕркелесен темиçе çултан Михаил Леонидович çемье фермисене аталантарма паракан патшалăх грантне тивĕçрĕ. Ĕçтешĕ пысăк укçа илнĕшĕн хăшĕ-пĕри ăмсанчĕ те. Пысăк укçашăн вара яваплăх та ÿсет. Чаплă фермăна ăратлă ĕнесем туянма тата темиçе миллионлăх кредит парăмне кĕчĕ. Ăна тавăрас тесен каллех укçа куçĕнчен пăхмалла. Чунĕ тăвăлса çитсен патшалăх хăйĕн пулăшăвне (кредитăн процент ставкисене субсидилессипе çыхăннă) вăхăтра парайманнине аса илет. Парăмĕ самаях пуçтарăннă-мĕн. "Паянах пăрахса кайма хатĕр" текен сăмахсене пĕр Михаил Тагеев фермертан кăна илтместĕн. Акă çапла каларĕ çеç ертÿçĕ, тепĕр пилĕк минутранах кĕсье телефонĕпе Вăрмар районĕнчи юлташĕпе çыхăнчĕ те комбайн туянма кăмăл тунине пĕлтерчĕ. "Эрне кун иккĕшне пăхма пыратпăр", – терĕ. Çапла вĕсем, пысăк ĕç тума пултаракансем: пĕр урипе акара, тепринпе вырмара.

Инçене пăхакан ертÿçĕн хуçалăхĕ çур акине тухма хатĕр. Удобренине республикăн апат-çимĕç фондĕнчен турттараççĕ. Вăрлăх çителĕклĕ, элита шайрине те туяннă. Пĕрчĕллĕ çурхи культурăсене планпа пине яхăн гектар акма палăртнă. Унсăр пуçне 130 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтересшĕн. Ферма выльăхне çÿретмелли лаптăк пулĕ вăл. 400 гектар ытла йышăннă кĕр тырри те аван хĕл каçнă темелле. Çавăнпа фермер "паянах пăрахса кайма хатĕр" тени ниепле те тÿрре тухмасть. Тепĕр тесен – патшалăх та ирĕк памĕ, çемье фермине аталантарма илнĕ грантшăн пилĕк çул ĕçлесе татмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.