Алă çинче çÿресех ĕçлет

21 Янв, 2017

Çирĕм пилĕк çул каяллахи хăрушă куна аса илесшĕнех мар Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксури Петр Мускатинов. Вуннăра чухне вăл çурăм шăмми суранланнине пула утайми пулнă. Çак инкек унăн пурнăçне икке пайласа тĕппипе улăштарнă. Тантăшĕсемпе выляс вырăнне икĕ çула яхăн вырăн çинчен тăраймасăр выртнă, унтан кÿме çине ларнă арçын ача. Çапах парăнма, хуçăлма, çынна шанса пурăнма шухăшламан та вăл.

— Ку инкекре эпĕ пĕччен юлмарăм. Ман пата тантăшсемпе юлташсем килсех тăчĕç. Суранланиччен эпĕ футболла, хоккейла выляма, йĕлтĕрпе чупма питĕ юрататтăм. Мана туссем çунапа ярăнтарма пуçларĕç. Кÿмене лартса çыран хĕррине пулă тытма, стадиона футболла вылянине курма илсе каятчĕç, — каласа кăтартать Петр.

Спорта юратаканскер тĕнче ăмăртăвĕсене хутшăнма ĕмĕтленнĕ. Утайми пулсан та шанăçне çухатман. Пĕрре, вунă çул каялла, Туринта иртнĕ Паралимп вăййисенче спортсменсем йĕлтĕрпе чупнине курнă вăл. Çакăн хыççăн старта тухас ĕмĕт çирĕпленнĕ çеç. Вăл çийĕнчех çăмăл машинине ларса Хусана вĕçтернĕ. Унта сусăрсен физкультурăпа спорт обществине çитнĕ. Тренировка валли йĕлтĕрлĕ кÿме панă ăна.

— Икĕ уйăхранах тренер Сыктывкарти Раççей чемпионатне хутшăнма чĕнчĕ. Эпĕ тÿрех килĕшрĕм. Унта финиша 10-мĕш çитрĕм. Çакă мана курăмлăрах çитĕнÿ тума хавхалантарчĕ. Эпĕ çулталăкĕпех ăмăртусене хатĕрлентĕм. Юр çук вăхăтра йĕлтĕр вырăнне роллерсемпе усă куртăм, — тет спортсмен. Кĕçех Раççей чемпионачĕсенче малти вырăнсем йышăнма пуçланă вăл.

Каярах юлташне пăхса армрестлинг енĕпе хатĕрленес, тĕнче чемпионатне хутшăнас кăмăл çуралнă унăн. Пĕлтĕр Польшăра спортăн çак тĕсĕпе иртнĕ ăмăртура иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ Петр.

Район Сабантуйĕнче турник çинче туртăнассипе ăна çитекен çук. Спортсмен тăххăрмĕш çул пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Кăçал та çĕнтерес тĕллевлĕ.

Кивĕ Чакăри чăваш хĕрне Анжелăна куç хывнă вăл. Иккĕшĕ тăватă çул туслă çÿренĕ. "Мĕн тума кирлĕ сана çакнашкал çемье? Малашлăху пирки шухăшла", — пикене çакнашкал калакан та тупăннă. Хĕр вĕсен сăмахне хăлхине чикмен. Халĕ Петрпа Анжела Мускатиновсем икĕ ывăл çитĕнтереççĕ.

Тăхăр çул каялла пысăк, хăтлă çурт лартнă вĕсем. Картиш тулли выльăх усраççĕ.

— Картишĕнчи, пахчари, витери ĕçсене алă çинче çÿресех тăватăп. Аслăк çине те хăпарса каятăп. Сваркăпа хамах ĕçлетĕп. Акă кил хапхине тимĕр авса, эрешлесе турăм. Мунча хăпартрăм, кăмакине ăсталарăм. Хуçалăхра ĕçлеме мотоблок туянтăм, косилка та пур. Кил таврашĕнче нумай ĕçлетĕп, çавăнпа алă вăйĕ хушăнсах пырать, — тĕлĕнтерме пăрахмасть Петр.

Темле пулсан та урама тухма, çынсемпе хутшăнма, чуна килĕшекен ĕç тупма сĕнет вăл. Вара пурнăç та йĕркеленĕ.

Майя ИГНАТЬЕВА.

Тутарстан.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.