Гвардие тав тунă

19 Янв, 2017

Ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Росгвардин республикăри пайĕн 2016 çулхи оперативлă служба ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме хутшăннă.

Росгвардин Чăваш Енри пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Каринкин республика ертÿçисене регионти йĕркелĕхе тивĕçтерес енĕпе пĕрле ăнăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ ведомствăна тĕнчери ансат мар лару-тăрăва кура вăхăт ыйтнине шута илсе йĕркеленине палăртнă. "Чи кирли — çынсен шанăçĕ. Вĕсем эпир пĕрле тăвакан ĕçе кураççĕ, эсир общество йĕркелĕхне тивĕçтернине пĕлеççĕ. Ку республикăн инвестици илĕртÿлĕхĕ енĕпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре хăрушсăрлăх çирĕппине, республика лăпкă та хăтлă регион пулнине пĕлеççĕ", — тенĕ вăл.

Çакна палăртмалла: 2016 çулта республикăра регистрациленĕ преступленисем палăрмаллах чакнă, урамсенче тунă преступленисен шучĕ 26% яхăн пĕчĕкленнĕ.

РФ нацгвардийĕн Атăлçи округĕнчи çарĕсен командующийĕн заместителĕ Евгений Березин ЧР Пуçлăхне тата Чăваш Ен ШĔМне çĕнĕ ведомствăна йĕркелес енĕпе тата пĕрлехи ĕçре пулăшнăшăн тав тунă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — федерацин Атăлçи округĕнче Росгвардин 11 управленийĕпе 3 пайĕ ĕçлеççĕ. Вĕсене сотрудниксемпе комплектласси 95% танлашнă — çĕршыври чи лайăх кăтарту.

С.ПАВЛОВА.

Автор: