Таможня аталанăва пулăшать

19 Янв, 2017

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чулхула таможнин пуçлăхĕпе Юрий Лушниковпа курнăçнă. Ĕçлĕ тĕлпулăва çавăн пекех Чулхула таможнин пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Марат Гараев тата Чулхула таможнин пуçлăхĕн заместителĕ — Чăваш таможня посчĕн пуçлăхĕ Игорь Зуев хутшăннă.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — 2016 çула республика лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Чăваш Енре промышленноç производствин индексĕ ÿснĕ, кунта туса кăларнă продукци экспорчĕ пысăкланнă. "Тĕнче экономикинчи йывăр лару-тăрăва пăхмасăр эпир ĕç-пуçа йĕркелеме пултартăмăр. Паян Чăваш Ен предприятийĕсем хăйсен продукцине тĕнчери вун-вун çĕршыва, çав шутра АПШна тата Китая ăсатаççĕ. Чăваш таможня посчĕн сотрудникĕсене ĕçшĕн тав тăватăп", — тенĕ вăл.

Юрий Лушников ЧР Правительствине таможньăпа тачă çыхăну тытса ĕçленĕшĕн, республикăри тулаш экономика ĕç-хĕлне хутшăнакансен хастарлăхĕшĕн тав тунă. "Мĕнпур регионта тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ чакни палăрать, Чăваш Енре вара пысăк мар /2% шайĕнче/ ÿсĕм пур. Чăваш таможня посчĕ хăйĕн позицийĕсене мĕнпур кăтартупа лайăхлатнă", — тенĕ Чулхула таможнин пуçлăхĕ. Пĕлтĕр республикăра тулашри суту-илÿ операцийĕсене пулăшас тĕллевлĕ чылай мерăна пурнăçланă. Калăпăр, таможня декларацийĕсене хатĕрлемелли, таможня операцийĕсене пурнăçламалли вăхăта кĕскетнĕ. Çакă, Юрий Лушников шучĕпе, регионти предприятисен аталанăвне тĕревлет.

Палăртни вырăнлă: Чăваш Енĕн тавар çаврăнăшĕн тытăмĕнче хими, апат-çимĕç, машиностроени промышленноçĕн, çавăн пекех электротехника отраслĕн продукцийĕ пысăк вырăн йышăнать. 2016 çул кăтартăвĕсем тăрăх пысăк экспортерсен шутне "Химпром" ПАО, "Акконд" АО, "Август" фирма, "Акконд" ТД, "ЧЭТА" ООО кĕнĕ. Чăваш таможня посчĕ федераци бюджетне 1,9 миллиард тенке яхăн хывнă. Çакă 2015 çулхинчен 15,5% пысăкрах.

Н.ЯКОВЛЕВА.

Автор: