«Аннене пĕр чарăнми ыталас килет»

19 Янв, 2017

Пилĕк çул каялла хаçатра «Интернатра лайăх-и, çемьере-и?» рубрикăна ертсе пынă май 5 е унран ытларах ачана опекăна илнĕ çемьесемпе тĕл пулнăччĕ. Вулаканăмăрсене тăлăхсен вун-вун шăпипе паллаштарнăччĕ. Чи çывăх çыннисен ăшшисĕр тăрса юлнисене хăйсен хÿттине илсе пархатарлă ĕç тăвакан çемьесем çинчен пирĕн хаçатра кулленех статьясем пичетленеççĕ. Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май çĕнĕ рубрика пуçарма шухăшларăмăр. Хальхинче юратупа ăшăлăха ют çемьере тупнă тăлăхсене сăмах парас терĕмĕр. Ачалăхĕ мĕнпе асра юлнă? Тăванран та çывăх пулса тăнă, хăйсен ăшă çунатти айĕнче ÿстернĕ ашшĕпе амăшне вĕсем мĕнле хаклаççĕ?

Рубрика тĕпелне чи малтан «Асамат» ушкăн юрăçине, Шупашкарти 50-мĕш шкулăн вĕрентекенне Валерий Кузьмина йыхравларăмăр. Виçĕ аслă пĕлÿллĕ, чăваш эстрадинче палăрнă артист 14 çулта амăшĕсĕр тăрса юлнине, ахăртнех, чылайăшĕ пĕлмест. Куракансен умне яланах çĕкленÿллĕ кăмăлпа тухакан Валерий пурнăçра сахал мар йывăрлăха парăнтарнă. 2000 çулта чи çывăх çынни çут тĕнчерен уйрăлсан вăл 5 пĕртăванĕпе тăлăха юлнă. Валерий чи асли пулнăран чылай ĕç ун çине тиеннĕ.

37 çултах туя тытнă

— Ачалăхăм чăнах та çăмăл килмерĕ. Вăл Вăрнар районĕнчи Кайри Тукайра иртрĕ. 2000 çулта анне чирлесе ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Çывăх çыннăм пире пĕччен çитĕнтерчĕ. Ун чухне ача укçине те вăхăтра паман, шалăвне те тÿлемен. Анне ачисене çитĕнтерме укçа çитменнине туятчĕ. Эпир, аслăраххисем, ăна пулăшас тĕллевпе пушă кĕленче пуçтараттăмăр, çуса тасатса кирлĕ çĕре кайса параттăмăр. Вăл укçа батонпа пылак шыв илме çитетчĕ. Аннене мĕн тери йывăр пулнине çитĕннĕ май ăнлантăм. Çумра шанчăклă мăшăр, тĕрек çуккишĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех кулянчĕ вăл. Кил-тĕрĕшри мĕн пур ĕçе тума, 6 ачана пăхма çăмăл пулмарĕ ăна. Кунĕпе ĕçлесе хăшкăлнипе шăм-шакĕ ырататчĕ. Никамран та пулăшу ыйтман вăл, çавах кукка çемйи тĕрев пама май тупатчĕ. Пилĕкĕ пĕрмай сурнăран тайăнса утмалли туя та хăех ăсталанăччĕ. Ялта аптека пулман. Халăх мелĕсемпе сипленетчĕ. Пĕррехинче аннепе лавккана кайрăм. Ун чухне апат-çимĕç илме Вăрнара çÿреттĕмĕр. Манăн шăккалат питĕ çиес килчĕ. Сентре çинче мăйăр ÿкернĕ сарă хутлă канфета пĕрремĕш хут курсан аннене тархасласах ăна илсе пама ыйтрăм. Апат-çимĕç туянмалли списокра шăккалат çукчĕ, çавăнпа киле куççульпе макăрса таврăнтăм, — иртнине аса илчĕ Валерий.

Тĕнчере аттепе аннерен хакли çук. Вĕсем пур чухне çеç ачасем телейлĕ. Анчах инкек инçетре мар, çумрах çÿрет.

— Кĕçĕн тĕпренчĕкне анне йывăррăн çуратрĕ. Тухтăрсем вăл юн нумай çухатнине пĕлтерчĕç. Çывăх çыннăм больницăран имшерленсе таврăнчĕ. Сăн-пичĕ шуралса кайнăччĕ. Кăмака хутма та вăйĕ çукчĕ. Асли пулнă май аннене пулăшма тăрăшаттăм. Вутă та татса çурнă, апатне те пĕçернĕ, выльăха та выçă тăратман. Анне хытах аптăрасан тăрайми пулчĕ. Ăна курăкран чей вĕретсе ĕçтереттĕм. Вăл тухтăра чĕнтерме килĕшмерĕ. Эпĕ анне куç умĕнче асапланнине текех чăтаймарăм — ăна пĕлтермесĕр фельдшер патне вĕçтертĕм. Çывăх çыннăма тÿрех больницăна илсе кайрĕç. Тепĕртакран пире те унта тĕрĕсленме вырттарчĕç. Интерната илсе каясран хăрарăм. «Аннене сыватăр, выльăх-чĕрлĕхе те, пĕртăванăмсене те хамах пахăп», — терĕм. Анне тата хытăрах чирлерĕ. Ăна Шупашкара ăсатрĕç. Шел те, сывалаймарĕ вăл. Ун хыççăн çывăх çыннăма тупăкра çеç куртăмăр. Аннене юлашки çула ăсатма больницăран аслисене — мана, ман хыççăнхи шăллăмпа йăмăка — çеç кăларчĕç. Ял халăхĕ йышлă пухăнчĕ. Çывăх çыннăма кукамай çумне пытартăмăр, — чун ыратăвне пытармарĕ Валерий.

Тăван амăшĕ те купăс каланă

Çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă Люба çемйинче чи кĕçĕнни пулнă. Пĕртăвансем пурте юрлама-ташлама юратнă. Пÿрт çĕкленĕ чухне çурт пурине Йĕпреçрен илсе килнĕ. Унпа пĕрле хуçисем купăс парса янă. Ăна Кузьминсен пур ачи те калама вĕреннĕ. Чи асли Сильвестр купăс каласа çынсене ураран ÿкиччен ташлаттарнă. Шел те, чире пула вăл та пурнăçран уйрăлнă. 6 ача амăшĕ Люба та купăс калама пĕлнĕ. Çамрăк чухне тракторпа ялтан яла концертпа çÿренисене Валерие пĕрре мар каласа кăтартнă вăл. Спектакльсенче те вылянă, шÿтлеме юратнă. Ытларах ăна "арçын аппа" ролĕсене шаннă. Тен, çавăнпа-и — ялти ачасем ăна Любакка тесе чĕннĕ. Вăталăххи Анатолий та юрă-кĕвĕ тĕнчинчен ют ÿсмен. Унăн арăмĕ Екатерина та купăс калама юратать. Шăпах вĕсем мăшăрĕпе тăлăха юлнă 6 ачана хăйсен хÿттине илнĕ.

— Анатолипе Екатерина Кузьминсем маншăн çав тери çывăх çынсем пулса тăчĕç. Кайри Тукайра пурăннă çулсем тĕлĕкри пек асра юлчĕç. Халĕ эпĕ хамăн пурнăçа вĕсемсĕр курмастăп. Екатерина Варсонофьевна пире хăйĕн ачисем пекех юратрĕ, лăпкарĕ, ачашларĕ, чунри ăшăлăхне пĕр шелсĕр парнелерĕ. Эпĕ ăна тÿрех «анне» тесе чĕнеймерĕм, кăштах вăхăт иртсен çеç вăл пирĕншĕн чи хаклă çын пулнине ăнлантăм. Ăна «анне» теме тытăнсан чунра лăпкăлăх хуçаланчĕ. Çак сăмаха илтсен унăн та куçĕ шывланчĕ. Хурăнсур Çармăса куçса килсен витере ĕне пурришĕн питĕ хĕпĕртерĕм эпĕ. Тен, ĕне сума пĕлнĕрен-и ку? Ăна пăхма çав тери юрататтăм. Эпĕ качака сĕчĕ ĕçсе ÿснĕ, çавăнпах-тăр ача чухне хама чирленине астумастăп. Иккĕмĕш сыпăкри аппасемпе пиччесем пире хапăлласах йышăнчĕç. Аннепе аттен чи аслă хĕрĕ Валентина нумай пулăшрĕ. Вăл — çав тери ырă чунлă хĕрарăм. Пирĕншĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнче. Çулласерен интернатри ачасене хăйĕн патне илсе килет. Тăлăхăн тăхăр сыпăклă нушине лайăх ăнланать вăл, çынна хĕрхенет. Йывăр вăхăтра пулăшни, ăшă сăмахпа йăпатни ĕмĕрех асра. Пĕррехинче класс ертÿçи больницăна килчĕ. Ун чухне вăл мана пĕр хутаç пылак çимĕç пачĕ. «Валера, кăна эпĕ мар, санпа пĕр класра вĕренекен тусусем парса ячĕç, — терĕ. Мĕн тери савăнтăм эпĕ ун чухне, куççульлентĕм. Çĕре çити пуç таятăп вĕрентекенсен умĕнче, — ача чухнехи самантсене аса илчĕ Валерий.

«Нихăçан та ытлашши туйман»

Пысăк йыша хăнăхма, çĕнĕ çынсемпе пурăнма тăлăхсене, ахăртнех, çăмăл пулман.

— Эпĕ Çĕрпел ялĕнче вĕренеттĕм. Хурăнсур Çармăсран пĕр çухрăм утмаллаччĕ. Анне виличчен Анатолий кукка патĕнче тăтăшах çĕр каçма юлаттăм. Кил-çуртра тирпейлĕччĕ, ăшăлăх хуçаланатчĕ. Çывăх çыннăма çухатсан, вĕсем патне пурăнма куçсан кĕçĕннисене йывăртарах пулчĕ, анчах пире лайăх пăхнăран эпир хамăра çемьере нихăçан та ытлашши туйман. Йăмăкпа шăллăмсем вăтанатчĕç. Тепĕр чухне хам та мĕн те пулин ыйтма именеттĕм. Пĕр уйăхри йăмăкăма пăхма çăмăл пулмарĕ. Уйрăмах Екатерина аннене йывăрччĕ. Халĕ 17 çул тултарнă чипер пикене амăшĕн сĕчĕсĕр çитĕннĕ тесе калаймăн та. Малтанах эпир краватьсене юнашар лартса çывăраттăмăр. Шкултан таврăнсан киле панă ĕçсене тăваттăмăр. Тăван аттесĕр ÿсни сисĕннĕ пулĕ. Çемьере арçын кирлех тесе шухăшлатăп. Анатолий куккана атте тесе чĕнетпĕр. Вăл пире нумай вĕрентрĕ. Пĕррехинче шăнкăрч вĕлли тума пуçтарăнтăм. Никамран ыйтмасăр электропăчкăпа ĕçлеме тытăнтăм. Атте ун чухне хытах вăрçрĕ: «Алăсăр тăрса юласшăн-им?» — терĕ. Шăнкăрч вĕллине ансат мелпе тума вĕрентрĕ. 2006 çулта, шел те, атте чăлана пăсса пурăнмалли пÿлĕмсем тунă вăхăтра аллине суранлатрĕ. Питĕ пăшăрханчĕ вăл ун чухне. Эпир те кулянтăмăр. Çапах паянхи кун та алă усса лармасть вăл, мунча туса лартрĕ. Паллах, эпир те ăна пулăшрăмăр. Канмалли кунсенче концертра юрлама тивнĕрен яла час-часах çитейместĕп, çавăнпа аттепе аннерен каçару ыйтатăп. Халĕ вĕсем иккĕшех кăштăртатса пурăнаççĕ. Эпĕ вĕсемсĕр тунсăхлатăп. Тепĕр чухне аннен сассине çав тери илтес, ăна ыталас килет, — чунне уçрĕ «Асамат» ушкăн юрăçи.

Курупки-курупкипе — пылак çимĕç

Екатеринăпа Анатолий Кузьминсем вунă ача çитĕнтерме вăй мĕнле çитернинчен Валерий паянхи кун та тĕлĕнет. Хĕллехи пушмак юрăхсăра тухсан çĕнни туянса панă. Укçа-тенкĕ пур чухне курупки-курупкипе пылак çимĕç илнĕ.

— Çĕнĕ çемьере мана ĕçе ушкăнпа туни килĕшетчĕ. Пĕри те пăрăнса юлмастчĕ. Пире кун йĕркине пăхăнма хăнăхтарчĕç. Ирхине аннен ура сассине илтсенех сиксе тăраттăмăр. Куç уçăлнă-уçăлман тăхăнма пуçлаттăмăр. «Ачасем, тăмалла», — çепĕççĕн калани халĕ те хăлхара янăрать. Шкултан килсен апат çиеттĕмĕр те выльăх пăхма тухаттăмăр. Каçхи 7 сехетре урамра уçăлса çÿреттĕмĕр. Килте усал сăмахпа калаçнине нихăçан та илтмен эпĕ. Пĕри те çăвара пирус хыпман, — чунне уçрĕ чăваш эстрада артисчĕ.

Валерий 23 çул тултариччен аран-аран хваттер чĕретне тăма ĕлкĕрнĕ. Куншăн Екатерина Варсонофьевна нумай тăрăшнă, пÿлĕмрен пÿлĕме чупнă вăл. Тĕрĕслĕхе шыраса Кузьминсен суда та çитме тивнĕ. Çапла юрăç 27 çулта хваттерлĕ пулнă.

Валерий пулас мăшăрĕпе Еленăпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ чухне паллашнă. Вăлах ăна Анатолий Никитин патне юрлама илсе кайнă. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те пĕр шкулта ĕçлеççĕ. Валерий чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене çеç мар, физкультура урокĕсене те ирттерет. Вĕсем икĕ ача çитĕнтереççĕ. Асли — Илемпи, кĕçĕнни — Станислав.

Концерта укçа тÿлесе кĕреççĕ

Екатеринăпа Анатолий Кузьминсен — 12 мăнук. Кашниех килсе çÿрет, пысăк уявсенче йышпа пухăнаççĕ.

— Аттепе аннене пĕр чарăнми ыталас килет. Вĕсен умĕнче пуç таятăп. Тăван анне çут тĕнчерен уйрăлсан ăна тĕлĕкре курнăччĕ. Ун хыççăн вăл тĕлĕке вунă çултан çеç килчĕ. Анне пире çут тĕнче парнеленĕ çыннăмăра асăнмаллине аса илтерсех тăрать. Çула тухнă е пĕр-пĕр ĕç тунă чухне те унран пулăшу ыйтмаллине вĕрентет. Эпĕ аннен ырă кăмăлĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Пĕррехинче унпа чиркĕве кĕтĕмĕр. Пирĕн тĕле ыйткалакан хĕрарăм лекрĕ. Пĕлетĕп: ун чухне аннен кĕсйинче киле çитмелĕх çеç укçа юлнă. Вăл юлашки 50 тенкине кăларса хĕрарăма тыттарчĕ. «Хăвăн та укçу çук-çке, мĕншĕн патăн?» — терĕм эпĕ. «Эпĕ ыйткаламастăп вĕт, эппин, лайăх пурăнатăп. Унăн, тен, пĕр татăк çăкăр та çук. Çынна пулăшни çĕре ÿкмест, ачам», — хурав пачĕ вăл. Шалтах тĕлĕнтĕм, çакăн хыççăн ыйткалакана урăхла хаклама тытăнтăм. Ĕненетĕр-и: аттепе анне манăн концертсене вăйпах укçа тÿлесе кĕреççĕ. «Эпĕ сире сцена çинче курсан чунпа канатăп, ку вара нухратран та хаклăрах», — тет анне.

Валерий ашшĕпе амăшне хăйсене ача çуртне яманшăн чĕререн тав тăвать, уявсенче парнепе, ăшă сăмахпа хавхалантарма тăрăшать. Екатерина Варсонофьевна тивĕçлĕ канура пулин те ĕçе çÿрет, 40 çул ытла бухгалтерта тăрăшать. Çулла икĕ кустăрмаллă "тимĕр утпа" çухрăм хыççăн çухрăм парăнтарать. Валерий вăрттăнлăхне пĕлтерчĕ: ура çине çирĕп тăрсан вăл тăлăха хăйĕн хÿттине илме шухăшлать.

Любовь ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.