«Патша куçĕ» витĕр курать

17 Янв, 2017

 

Сцена çине I Петĕр патша тухрĕ. Çĕршывра йĕркелĕх çуккишĕн, хăйĕн таврашĕнчи çынсем хысна укçине вăрланăшăн, ыттишĕн тарăхса калаçать... Мĕн тумалла? Тупсăмне тупрĕ: «Прокуратура йĕркелес! Пĕрремĕш генерал- прокурор пулма тÿрĕ кăмăллă çынна Павел Ягужинские уйăрса лартас!» Хăйĕн тарçине тÿрех тивĕçлĕ указ çырма, Ягужинские хăйĕн патне чĕнме хушать...

Чăннипе çапла пулнă-и — калама хĕн, анчах паян Прокуратура ĕçченĕн кунне халалланă савăнăçлă уявра артистсем çак саманта ĕненмелле сăнларĕç. Патша пирвайхи прокурор умне уçăмлă тĕллев лартать: «Манăн куç пулатăн. Саккуна пăснă тĕслĕхсем çинчен тÿрремĕнех мана евитлетĕн!» Саккунлăх хуралĕнчи çак тытăма йĕркеленĕренпе 295 çул иртнĕ, çапах тĕп тивĕç унтанпа улшăнман теме те юрать: саккунсене пурнăçланине çирĕп тĕрĕслесе тăмалла, патшалăх интересĕсене, граждансен прависене хÿтĕлемелле.

Прокуратура хăйĕн тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçланине маларах уява халалланă савăнăçлă пухура Раççей Президенчĕ Владимир Путин та палăртрĕ, «патша куçĕн» ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Çакăн пирки каланă май Чăваш Ен прокурорĕ Сергей Легостаев çĕршыв ертÿçин сăмахĕсем республика прокуратурин ĕçченĕсене те тÿрремĕнех пырса тивнине çирĕплетрĕ. Вăл хăйне пăхăнса тăракансен ĕçĕпе кăмăллă пулни куçкĕрет.

2016 çулта прокурорсем саккуна пăснин 40 пине яхăн тĕслĕхне тупса палăртнă. Саккунлăха тивĕçтерес ĕç анлă: предприятисенче çынсене ĕç укçине вăхăтра тÿлеттересси, топливăпа энерги ресурсĕсемшĕн капланнă парăмсене татасси, коррупципе кĕрешесси — çак тата ытти нумай ыйтăва тĕпе хунă. Сăмах май, виçĕмçулхипе танлаштарсан пĕлтĕр республика территорийĕнче преступленисен шучĕ 11,8% чакнă. Ку, паллах, прокурорсем ĕçлемесĕр пулман.

Тепĕр тесен Сергей Валентинович кăна мар, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та кăмăллă. Вăл палăртнă тăрăх — халăх прокуратура, право хуралĕн органĕсене шанасси çуллен çирĕпленсе пырать. Шăпах çакă ĕç тухăçлăхне кăтартать. Саккунлăхпа йĕркелĕх пур тăк — халăх та хăйне лайăх туять, республикăри инвестици климачĕ те аванланать. Çакăн кăтартăвĕ — бизнес-пĕрлĕх çĕнĕ производствăсем йĕркелени, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем нумайланни. Ку республикăри демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынинче те палăрать: «Çынсем ача çуратма шикленмеççĕ».

Федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров прокуратура çине тăрса ĕçленине кура бизнес представителĕсен, ял-хула пуçлăхĕсен кăмăл-туйăмĕ лайăхланса пыни çинчен каларĕ. Ырă тепĕр саманта шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин палăртрĕ: «2016 çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Енĕн право хуралĕн органĕсем йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене уçса парас енĕпе Раççейре 6-мĕш вырăна çĕкленнĕ, Атăлçи округĕнче вара — 1-мĕш вырăнта». Иккĕленÿ çук: çакăнта полици прокуратура органĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленин, прокурорсем надзорпа координаци ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçланин витĕмĕ пысăк.

Прокуратура ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе çавăн пекех Патшалăх Канашĕн спикерĕ Валерий Филимонов саламларĕ, прокуратура парламентпа çирĕп çыхăну йĕркеленĕ май саккунсем кăларас ĕçе чăннипех пысăк пулăшу кÿнине çирĕплетрĕ. Çын прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Юрий Кручинин та надзор тытăмĕн ĕçченĕсене право хÿтĕлевĕн уполномо-ченнăйĕсен институчĕсене тĕрев парса пынăшăн тав турĕ, прокуратура органĕсене «саккунпа килĕшсе тăракан документсем кăлармалли хăйнеевĕр фильтр» пулма сунчĕ.

Кирек хăш професси уявне те наградăсем илемлетеççĕ. Вĕсем вара йышлă пулчĕç — çакă та патшалăх прокуратура ĕçченĕсене пысăка хурса хакланине кăтартать. Уяв тĕлне çуллен йĕркелекен «Патшалăхăн чи лайăх айăплавçи» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăна Канаш прокурорĕн пулăшуçи Эльшат Мамедова йышăннă. Сăмах май, вăл Чăваш Енри ĕçтешĕсен чысне çак конкурсра Раççей шайĕнче хÿтĕлĕ. 2-3-мĕш вырăнсенче — Антон Петров /Çĕнĕ Шупашкар прокурорĕн пулăшуçи/ тата Евгений Илларионов /Çĕрпÿ райпрокурорĕн заместителĕ/. Вĕсене Сергей Легостаев тивĕçлĕ наградăсене парса саламларĕ.

ЧР прокурорĕн пĕрремĕш заместительне Виталий Щетинкина II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă. «РФ прокуратурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «РФ прокуратуринчи лайăх службăшăн», «Саккуна парăннăшăн» паллăсене, Раççей прокуратурин «Руденко медальне», ытти наградăна тивĕçнисен списокĕ те вăрăм: ЧР прокурорĕн аслă пулăшуçи Ирина Папшева, Шупашкар, Комсомольски, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Елчĕк районĕсен прокурорĕсем Зелфинас Карама, Владимир Николаев, Рамиль Рафиков, Сергей Егоров, Василий Николаев тата ыттисем. Ветерансене те манман. Нина Шаповалова, Леонид Павлов, Евгений Жучков, Валерий Бобков тата ыттисем прокуратура органĕсенче тĕрлĕ должноçра нумай çул ĕçленĕ, çамрăк ĕçтешĕсене паян та пулăшма тăрăшаççĕ. Пысăк зала пухăннă ĕçтешĕсем кашнинех тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

 

Николай КОНОВАЛОВ