Кун йĕркинче экологи ыйтăвĕсем

16 Янв, 2017

РФ Президенчĕ пĕлтернĕ Экологи çулталăкĕн мероприятийĕсем Чăваш Еншĕн регион ертÿçин Мускаври ĕçлĕ тĕлпулăвĕсенчен пуçланаççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕпе Сергей Донскойпа тĕл пулнă, Экологи çулталăкĕнче ирттермелли мероприятисене, çав шутра каяшсене тирпейлемелли управлени тытăмне реформăлассине сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — регионта каяшсене тирпейлемелли тата тĕп тумалли тухăçлă тытăм йĕркеленет. Регионăн экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен хăйнеевĕрлĕ темиçе проекта ăнăçлă хута янă. Çĕнĕ Шупашкарти тасатакан сооруженисен реконструкцине тата хытă каяшсен çĕнĕ полигонĕн строительствине РФ Правительстви çирĕплетнĕ мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн малалла тăсĕç. Унсăр пуçне Питтукассинчи каяшсене тăкмалли вырăна рекультивацилессине федераци программине кĕртнĕ. Çак ĕç валли кăçал 114 миллион тенкĕ уйăраççĕ, 2018 çулта — 265 миллион тенкĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти тасатакан биологи сооруженийĕсен реконструкцине вĕçлени Атăла юхтарса кăларакан каяш шывсен виçине 100 хут чакарма май парĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2019 çулта Шупаш-кар хули 550 çул тултарасси, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитесси пирки аса илтернĕ. Çак юбилейсен тĕлне республикăра территорисене тирпейлес енĕпе пысăк ĕç пурнăçламалла.

Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май Сергей Донской кăçал республикăна килсе курма, регионта тавралă-ха сыхлассипе çыхăннă проектсене мĕнле пурнăçланипе паллашма хатĕррине пĕлтернĕ.

Н.ЯКОВЛЕВА.

Автор: