Промышленноçа аталантарма - фонд

5 Янв, 2017

Министрсен Кабинечĕн кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче ЧР Экономика министерствин Промышленноçа аталантаракан тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн фондне йĕркелессипе çыхăннă мероприятисен планне çирĕплетнĕ.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин асăннă фонд çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртес, производствăна модернизацилес тата ытти енпе тĕллевлĕ ĕçлессине пĕлтернĕ. Регионти фонд патшалăх пулăшăвне илес кăмăллисене «пĕр чÿрече» мелĕпе консультаци те парĕ, документсем хатĕрлеме те пулăшĕ. Малтанласа фонд тăватă программăна пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ уйăрĕ. Сăмахран, «Приоритетлă проект» программăна хутшăнас текенсен инвестици проекчĕн хакĕ 1 миллиард тенкĕрен кая пулмалла мар.

- Федераци бюджетĕнче промышленноçа тата инноваци ĕçĕ-хĕлне аталантарма 20 миллиард тенке яхăн пăхса хунă. Кашни предпринимателех тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе Мускава çитерме, укçа-тенке тивĕçме пултарать. Эпир те республика шайĕнче çак фонд урлă тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртме 1 миллиард та 500 пин тенкĕ уйăрăпăр», - палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Теги: