«Эсир – наци мăнаçлăхĕпе тĕрекĕ»

29 Дек, 2016

«Эпир паян Чăваш Республикин професси элитин представителĕсене, маттур специалистсене, чăн-чăн ăстасене — хăйсен кулленхи тăрăшуллă ĕçĕпе экономика аталанăвне пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывакансене — чыслатпăр. Эсир — наци мăнаçлăхĕпе тĕрекĕ, çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх», — терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче 41 çынна патшалăх наградисемпе чысланă май.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене Çĕнĕ çул уявĕ умĕн илмешкĕн пурне те кăмăллă пулчĕ. «Пирĕн ĕçе тивĕçлипе хакланăшăн республика ертÿлĕхне чĕререн тав тăватпăр», — терĕ нумайăшĕ. Чăваш çĕрĕ мĕн авалтанпах ĕçчен çынсемпе мухтанма пултарнă, халĕ те çаплах. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн маттур ентешĕмĕрсем Раççей Федерацийĕн наградисене те илме тивĕçнĕ. Акă «С.Н.Федоров академик ячĕллĕ отрасльсен хушшинчи «Куç микрохирургийĕ» ăслăлăх-техника комплексĕ» ФПБУн Шупашкарти филиалĕн директорĕн заместительне Надежда Поздеевăна «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят пама йышăннă. Надежда Александровнăна сумлă наградăна панă май Михаил Игнатьев вăл асăннă тытăмри ертсе пыракан специалистсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Медицина наукисен докторĕ, аслă квалификаци категорийĕн врач-хирург- офтальмологĕ ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕнче маттур, вăл пĕтĕмпе 8 пине яхăн кăткăс операци тума хутшăннă.

Республика Пуçлăхĕ Шупашкарти электроаппарат завочĕн слесарь-инструментальщикĕ Юрий Маслов пирки те ыррине нумай каларĕ, вăл заводра инструментальщиксен шкулне йĕркелес, кадрсен никĕсне çирĕплетес ĕçе пысăк тÿпе хывни çинче чарăнса тăчĕ. Юрий Яковлевич Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хисеп грамотине илчĕ.

Награда илнисен хушшинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче тата Правительствăра ĕçлекенсем те пулчĕç. Акă ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн за-местителĕн — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин Юрий Васильевăн, тепĕр вице-премьерăн — финанс министрĕн Светлана Енилинăн кăкăрĕ çинче «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден ялкăшма пуçларĕ. Пысăк чыса тивĕçнисен йышĕнче ĕç çыннисем те — зоотехник, тракторист, ветеринари врачĕ, тимĕр касакан, тимĕрçĕ-штамповщик, троллейбус водителĕ тата ыттисем — пулчĕç. Культура, вĕренÿ, медицина тытăмĕнче тăрăша-кансем те хисеплĕ ятсем илчĕç.

Михаил Игнатьев пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ, малашне те маттур та хастар пулма ăнăçу сунчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

С.ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ