Бюджет кредичĕ - ытларах

29 Дек, 2016

Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев «2017-2019 çулсенче регионсен тата вырăнти бюджетсен шайлашулăхне тивĕçтермелли мерăсем çинчен» ыйтупа канашлу ирттернĕ.

Обществăлла финанссемпе ĕçе тухăçлăрах йĕркеленĕ регионсен 10 ертÿçи йышĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çак мероприятие хутшăннă. Канашлура 2017 çулта регионсене бюджетсен хушшинчи трансфертсене памалли условисене сÿтсе явнă.

Раççей Правительствин Председателĕ çитес çул регионсене кÿрекен пулăшу кăçалхипе танлаштарсан 9% яхăн пысăкланассине палăртнă. Бюджетсен хушшинчи трансфертсен пĕтĕмĕшле калăпăшне 1,6 триллион тенкĕ шайĕнче планланă. Çапла вара регионсен бюджечĕсен лару-тăрăвĕ пĕтĕмĕшле илсен лайăхланмалла, вĕсен дефицичĕн пĕрлехи калăпăшĕ тепĕр икĕ çултан икĕ хута яхăнах пĕчĕкленмелле.

«Чи пĕлтерĕшли — 2017 çултан пуçласа Финанс министерстви тунă килĕшÿ тăрăх федераци дотацийĕсене илекенсен пурин те регионсен экономика вăй-хăватне ÿстерес тата бюджетсен тухăçсăр расхучĕсене чакарас тĕлĕшпе обязательствăсем пулмалла. Вĕсене пурнăçламасан регионсен бюджечĕсен, хăшпĕр тĕслĕхре вара регионсен ертÿçисен, финанс яваплăхĕ пуçланать», — тенĕ Дмитрий Медведев. Вăл çитес çултан экономика аталанăвне пула налук потенциалне ÿстерес енĕ-пе чи лайăх кăтартусем тунă регионсене паракан грантсене 20 миллиард тенкĕ таран пысăклатассине пĕлтернĕ. Унсăр пуçне тупăш çине хуракан налукăн ÿсĕмĕн федераци пайĕпе регионсем хăйсемех усă курма пултарччăр текен йышăну тунă.

Канашлура субћектсене бюджет кредичĕсем парассин ыйтăвĕсене те пăхса тухнă. Çакнашкал мероприятисенче те, Раççей Президенчĕн Çырăвĕнче те Владимир Путин РФ Правительствин регионсен патшалăх парăмне чакарас политикăна малашне те тытса пымаллине пĕрре мар палăртнă. Чăваш Республики çитес виçĕ çулта патшалăх парăмне палăрмаллах чакарма тата унăн виçине хамăр тупăшсен 52% шайĕ таран çитерме планланă.

Чăваш Ен хăй бюджет тата парăм политикине тĕплĕн шухăшласа туса пыракан лайăх партнер пулнине кăтартма пултарнăран РФ Финанс министерстви бюджет кредичĕсене тăтăшах уйăрса парать. 2016 çулта пĕтĕмпе 900,8 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит уйăрнă, 2017 çулта 993,6 миллион тенкĕлĕх суммăна ырланă. Пĕтĕмĕшпе вара çитес çул Раççей Финминĕ республикăна 1,5 миллиард тенкĕ пама планлать.

Юлашки çулсенче патшалăх парăмĕн расхучĕсем палăрмаллах чакнă. 2009 çулта парăм обязательствисен калăпăшĕ çулталăк вĕçĕнче 8,2 миллиард тенкĕ пулнă, республика бюджечĕ уншăн 444 миллион тенкĕ пĕтернĕ, 2016 çулта çав калăпăш — 16,3 миллиард тенкĕ, тăкак — 188 миллион тенкĕ. Чăваш Енре 1 тенкĕ коммерци кредитне тивĕçтерес тĕлĕшпе ФАО регионĕсен, патшалăх парăмĕсен тытăмĕнче коммерци займĕсем пуррисен, хушшинче чи пĕчĕк тăкаксем.

Чăваш Ен Правительстви обществăлла финанссемпе усă курас енĕпе бюджет тата парăм политикине тухăçлă туса пынăран 2017 çулта бюджет кредичĕсемпе хушма дотацисем чăрмавсăрах параççĕ.

И.НИКОЛАЕВА