Хаклав

23 Дек, 2016

Дмитрий Моисеев, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

– Раççей Президенчĕ Владимир Путин паян ирттернĕ анлă пресс-конференцире йывăрлăхсене пăхмасăр çĕршыв малалла аталаннине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Мĕн пур тытăмрах ÿсĕмсем пуррине Владимир Владимирович шалти тата тулашри политикăпа çыхăннă ыйтусене вăхăтра, пĕлсе татса панипе сăлтавламалла. Президент хăй вăхăтĕнче ют çĕршывсем санкцисем вăя кĕртни агропромышленноç комплексне аталантарма пулăшнине çирĕплетрĕ. Кăçал ял хуçалăхĕ историре пулман пысăк тухăç илнĕ - 119 миллион тонна тĕштырă пухса кĕртнипе, паллах, мăнаçланмалла. Куншăн Владимир Владимирович ял çыннисене уйрăммăн тав турĕ. Çĕршывра демографи лару-тăрăвĕ ку çулта та лайăхланнине каларĕ. Çуралакансен йышĕ, пĕлтерхипе танлаштарсан, кăштах чакнă. Çав вăхăтрах вилекенсен шучĕ те сахалланнă. Паллах, çакă регионсенче хальхи йышши сиплев центрĕсем хута кайнипе тата халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернипе çыхăннă.