Перекет банкĕ яланах юнашар

23 Дек, 2016

— Çынсене инкекре пĕччен хăвармастпăр. Пурне те пулăшатпăр, — терĕ çирĕппĕн Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский.

Перекет банкĕн ертÿçи журналистсемпе ятарласа тĕл пулнин сăлтавĕ чăннипех те пĕлтерĕшлĕ. Татфондбанкри кăткăс лару-тăрăва пула укçи-тенкине унта упранă çынсен юлашки вăхăтра канăç пĕтнĕ: пус çумне пус хушса тунă пурлăх каялла кĕсьене таврăнĕ-и? Ю.Бычковский управлющи çирĕплетнĕ тăрăх — таврăнать. Страховани тÿлевĕсен агентстви конкурс ирттерсе компенсаци паракан банксене палăртнă. Чăваш Енре ку тивĕçе Перекет банкĕ пурнăçлĕ. Çынсем тÿлевсене раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа банкăн республикăри 57 филиалĕнче илме пултараççĕ.

— Халăхшăн меллĕ пултăр тесе Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти филиалсем 7 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлĕç. Страховани компенсацийĕсене илме Татфондбанк вкладчикĕсен Перект банкĕн уйрăмĕсене пырса заявлени çырмалла. Çумра паспорт пулни те çителĕклĕ, — пĕлтерчĕ Юрий Бычковский.

Управляющи çавăн пекех ытлашши пăшăрханса, хыпăнса ÿкмелле маррине те палăртрĕ. Перекет банкĕн уйрăмĕсенче те, банкоматсенче те укçа çителĕклĕ. Филиалсем ирех ĕçлеме тытăнни тата каçченех халăха йышăнни çынсемшĕн меллĕ. Ĕçе кайиччен те, хыççăн та банка çитсе килме вăхăт çителĕклĕ пулĕ. Ю.Бычковский пĕлтернĕ тăрăх — Татфондбанк счечĕ çинче, çав шута предприниматель ĕç-хĕлне туса пыма уçнисем те кĕреççĕ, упраннă укçана 100 проценчĕпех каялла тавăрса параççĕ. Анчах 1 миллион та 400 пин тенкĕрен пысăкрах суммăна илес тесен хушма документсем хатĕрлеме тивĕ.

Тĕплĕнрех Страховани тÿлевĕсен агентствине 8800-200-08-05 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать. Агентство сайтĕнче те — www.asv.org.ru — тулли информаци вырнаçтарнă. Перекет банкĕн сайтĕнчи /www.sberbank.ru/ пĕлтерÿсемпе те паллашма май пур.

В.БАГАДЕРОВА.