«Чикĕ леш енĕ» сире пулăшĕ

23 Дек, 2016

Чăваш Ен полицийĕ Чулхулари ĕçтешĕсене "сканерщиксен" ушкăнне сиенсĕрлетме пулăшнă. Çав çынсем автомашинăсене сигнализацие сканерлакан ятарлă хатĕрпе усă курса вăрланă, "кустăрмаллă урхамахсене" Етĕрне çывăхĕнчи стоянкăна ăсатнă.

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче кÿршĕ облаçра "Мицубиси-Аутлендер" внедорожник çухалнă. Хуçи ăна çурт картишĕнче хăварнă. Тухать те — машина çук. Сигнализаци сас паман. Апла тăк преступниксем граббер текен хатĕрпе /частотасен сканерĕ — вăл машина алăкĕсене уçнă е хупнă чух брелок сассине "çырса" илет/ усă курнă. Сигнализаци кодне çапла майпа илнĕ май вăрăсем хăвăрт ĕçлеççĕ — хуçи сисиччен автомобиле кирлĕ çĕре ăсатаççĕ. Ку хутĕнче полици "Перехват" операци те йĕркеленĕ, анчах вăл усă кÿмен, иномаркăна çийĕнчех тупма май килмен. Çапах оперативлă мероприятисем йĕркеленĕ май Чулхула сыщикĕсем преступниксен йĕрĕ çине ÿкнĕ.

Вĕсене сăнанă май информаци илнĕ: машинăна вăрланă хыççăн тÿрех "чикĕ леш енне", Чăваш Ене, ăсатнă — хайхи "Перехват" "капкăнне" лекесрен сыхланса çапла тунă. Номерĕсене улăштарма ĕлкĕрнĕ "Мицубисие" Етĕрне районĕнчи çул хĕрринчи кафе çумĕнчи тÿлевлĕ стоянкăра тупнă. ШĔМĕн Чулхула облаçĕнчи Тĕп управленийĕн сотрудникĕсем машинăна тÿрех туртса илес темен — ăна илме килсен преступниксене алăранах ярса тытма тĕллев лартнă.

Вĕсем ыйтнипе операцие Чăваш Ен ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн оперативникĕсем тата пирĕн СОБР боецĕсем те хутшăннă. Полицирен тарма тăнă май Чулхула преступникĕсем "Гранта" машинăпа çул айккине сикнĕ — çакăн хыççăн вĕсене тытса чарнă. "Сканерщиксем" хăйсем сиенлеймен. Анчах ăнăçу тени вĕсемшĕн çакăнпа вĕçленет-тĕр. Полици шучĕпе — çак виçĕ арçын сахалтан та 10 транспорт хатĕрне вăрланă. Ытларах чухне вăрланă автомобильсене пытармашкăн Чăваш Енри çул хĕрринчи çак парковкăпа усă курнă. Икĕ-виçĕ талăк иртсен вĕсем автомобильсене малалла илсе кайнă — Пушкăртстана, Сыктывкара, Çурçĕре. Шар курнисен чăн йышне, каварлашнă ушкăнра чăннипе миçе çын пулнине следстви тĕпчесе палăртĕ.

Унашкаллисен мăшкăлĕ пулас мар тесен вара йĕркелĕх хуралçисем автомобилистсене пысăк суту-илÿ центрĕсен, офиссен таврашĕнче, "çывăрмалли" районсенче асăрхануллă пулма сĕнеççĕ. "Сканерщиксем" ытларах чухне шăпах çавнашкал вырăнсенче ĕçлеме юратаççĕ. Хăйсен пысăк технологиллĕ хатĕрĕпе усă курас умĕн вĕсем куç хывнă транспорт хатĕрĕн сигнализацине ĕçлеттерсе яраççĕ. Водителĕн ирĕксĕрех сигнализаци сассине чарма тивет, унтан машинăна тепĕр хут сигнализаци çине лартать. Преступниксем сигнала шăпах çак самантра "çырса" илеççĕ, кайран вара машинăна вăрлас тĕлĕшпе чăрмав тухса тăмасть. Транспорт хатĕрне хуралсăр парковкăсенче лартса хăварма тивнĕ чух çакна асра тытăр.

Ольга ПАВЛОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.