Чăваш Ен - Япони: бизнес сарăлас шанăç пур

19 Дек, 2016

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра Раççейĕн официаллă делегацийĕн йышĕнче Японире йĕркеленĕ ĕçлĕ çулçÿревне пĕтĕмлетрĕ.

 Вăл Hitachi компани представительствин директорĕпе Цугэ Тосиюкипе тĕл пулнă. «Тосиюки господин Чăваш Ене Çĕнĕ çул уявĕ хыççăнах килесси çинчен калаçрăмăр, — терĕ Михаил Игна-тьев. — Пирĕн тĕллев — республикăна инвестици хывас текенсем майлă ырă витĕм кÿресси. Çак çулпа малаллах талпăнăпăр. Чăваш Ене Японире пĕлеççĕ. Пирĕн пата унтан килнĕ пĕр предприяти ăнăçлă ĕçлет. Çывăх вăхăтри тĕлпулу — Японири партнерсене Чăваш Енпе çыхăнса ĕçлеме никам та чăрмантарманнине тата ĕçлемеллине çирĕплетекен тепĕр тĕслĕх пултăр».

Чăваш Ен Пуçлăхĕ темиçе калаçура Япони компанийĕсен ертÿçисемпе Чăваш Ен агробизнесне инвестици хывса производство пуçласа ярас ыйтăва та сÿтсе явнă. Уйрăммăн илсен сăмах теплица комплексĕсен проектне пурнăçа кĕртесси çинчен пырать.

«Проектсене пурнăçлама пуçличчен вăхăт чылаях иртме пултарать, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ. — Япони бизнесменĕсем пирĕн пата килсе тавар кăларма тытăниччен нумай шухăшлаççĕ. Çакна Шупашкарта 2015 çулта автомобиль пайĕсем хатĕрлеме пуçланă «Фуджикура» компани тĕслĕхĕ çирĕплетет. Унăн ертÿçисем жгут- кабель производствин конвейерне ĕçе кĕртиччен завода хута ярсан таса тупăш мĕн чухлĕ илесси пирки виçĕ çула яхăн пуç ватнă. «Малтанласа тĕлпулусем ирттерни лайăх, — терĕ Михаил Васильевич. — Вĕсенче палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртичченех лăпланмалла мар. Пĕр-икĕ хут курса калаçнипех йывăр урапана вырăнтан хускатаймăпăр. Виççĕмĕш-тăваттăмĕшĕнче хускатса малалла каймалла. Урапана харăссăн пĕтĕм вăйран туртсан çеç ырă улшăну тăвăпăр — пысăк технологиллĕ производство татах уçăпăр, çамрăксене кăсăклантаракан ĕç вырăнĕсем тăвăпăр».

М.Игнатьев «Раççейпе Япони бизнес- диалогĕ» форумра сăмах каланă: Чăваш Ене инвестици хывас текенсене пулăшас тĕллевпе республикăн экономика потенциалĕпе паллаштарнă.

ЧР Пуçлăхĕ Японие кайиччен «Сименс» компани тата Шупашкарти «ВНИИР» общество ертÿçисем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшÿ çирĕплетнине пĕлтерчĕ. Ку тĕлпулăва вăл та хутшăннă. Шупашкарта килес çул пысăк технологиллĕ тепĕр тĕрлĕ продукци туса кăларма пуçлĕç. Унпа метрополитен, Мускав-Хусан маршрутпа хăвăрт çÿрекен пуйăссен магистралĕн подстанцийĕсене пухнă чухне усă курĕç. Çав тавар производствине йĕркелеме специалистсем кирлĕ пулĕç. ЧР Вĕрентÿ министерстви ертсе пынипе вĕсене хатĕрлесси çинчен халех шухăшламалла. Пĕрремĕш продукцие çывăх вăхăтрах курăпăр.

Михаил Игнатьев ларăва хутшăннисене Японире ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ виçĕ кун хушшинче унти çынсемпе курса калаçнă май хускатнă ыйтусемпе те паллаштарчĕ. Раççейре вăтамран 70 çула яхăн пурăнаççĕ, Японире — 83. Унта ытларах пурăннине çынсен сывлăх культури пысăккипе, вĕсем халăх йăли-йĕркине çирĕп пăхăннипе, физкультурăпа туслă пулнипе, паха апат çеç çинипе ăнлантарчĕ. ЧР Пуçлăхĕ çынсене апатлантармалли вырăнсене ятарласа уçă тунине асăрханă. «Чăваш Енре ытларахăшне апатланма пыракансенчен тем пытарас тĕллевпе хупăрлаççĕ, — палăртрĕ М.Игнатьев. — Поварсен клиентсенчен пытанса ĕçлемелле мар. Шупашкар администрацийĕн ку енĕпе Японирен ырă тĕслĕх илмелле. Вĕсем çынсене апат-çимĕçпе тивĕçтерекенсене питĕ хисепленине туйса илтĕм. Сăмахран, аш туянма пасара ирхи 5 сехетре пуçтарăнаççĕ. Хуçисем ăна хаклашу йĕркелесе сутаççĕ. Унта хутшăнакансем чи малтан вăкăра ăçта çитĕнтернипе, ăна мĕнле апат çитернипе кăсăкланаççĕ. Мĕншĕн тесен хăйсене хăйсем хисеплеççĕ. Çулçÿреве пĕтĕмлетсе экономика министерствине килес çул Санкт-Петербургра, Шупашкарта тата Челябинскра иртекен экономика форумĕсем ĕçленĕ кунсенче Япони делегацийĕпе тепре тĕл пулса ĕçлĕ хутшăнусене аталантарассишĕн, Раççейĕн Тÿрремĕн инвестици хывакан фончĕпе, Япони банкĕпе калаçусем ирттермешкĕн хатĕрленме хушатăп».

Мĕнех, ырă тĕллевсем пурнăçланасса питĕ шанас килет.

Юрий МИХАЙЛОВ