«Пĕр каç кăна канлĕн çывăрасчĕ»

15 Дек, 2016

Икĕ хутлă баракра çынсем пурăннине ĕненес килмерĕ: чÿречесем ванчăк, хваттер алăкĕсем яри уçă... Тĕссĕр çуртпа унăн таврашне тайлăк картасемпе сарайсем пушшех ирсĕрлетеççĕ. Çÿп-çап, çăвĕпе ашкăрнă хыт-хура шурă юрпа хупланнă. Унсăрăн тата тискертерех ÿкерчĕк пулĕччĕ. Икĕ хутлă, сакăр хваттерлĕ çуртра 17 çын пропискăра тăрать, анчах пурăнаканĕсем — иккĕн: 39-ти Оксана Журавлевăпа унăн ашшĕ 80-ри Геннадий Михайлович.

Ырă çынсем пулăшнипе

Журавлевсен хваттерĕ 1-мĕш хутра. Çурт тăрринчен шыв аннине пула подъезд стенисем çав тери тĕссĕр, йывăç картлашкасемпе утма хăрамалла, йăлтах çĕрнĕ, юхăннă. Пуç çине мĕн те пулин йăтăнса анасран чун юлмарĕ. Мĕнле пурăнаççĕ-ши кунта сусăр хĕрĕпе ватă ашшĕ?

Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнчи икĕ хутлă барака 1963 çулта вăрман пунктĕнче ĕçлекенсем валли çĕкленĕ. Хăй вăхăтĕнче ку предприяти кĕрлесе тăнă. Колхозниксем 70-80 тенкĕ шалу илнĕ вăхăтра вăрман ĕçĕпе тăрăшакансем — 200 тенке яхăн. Хваттерсене пурте харпăрлăха куçарнă. Журавлевсемсĕр пуçне ыттисем тахçанах унтан куçса кайнă, анчах пропискăран тухман. Пурте “Кивĕ çурт” программăпа усă курса патшалăхран янтă кĕтес илме ĕмĕтленеççĕ.

Журавлевсен 3 пÿлĕмлĕ хваттерĕнче — икĕ кăмака: пĕрне — ирхине, теприне каçхине хутаççĕ. Пĕр пÿлĕмне кĕмеççĕ: унта урай çĕрнĕ, хăмисем хуçăлнă. Пÿрте шыв кĕмест, канализаци çук. Хевтесĕр икĕ çын питĕ йывăр условисенче пурăнать. Йăлтах кивĕ те хăтсăр кунта. Кăмака хутнă пулин те пушмакпа, урама тухмалли тумтирпе, калпакпа ларсан та сивĕ, çăвартан сывлăш тухни палăрать. “Эпĕ хăнăхнă та шăнмастăп”, — кулчĕ эпир çÿçеннинчен Оксана. Вăл çара пуçăн, свитерпа. Çамрăк хĕрарăм туяпа аран-аран уткалать. Килти нумай ĕçе хăех пурнăçлать вăл: сăмахран, апат пĕçерет. Алли ылтăн Оксанăн, çыхасси, çăм арласси — унăн чун киленĕçĕ. Унашкал хăй тĕллĕн пурăнакан I ушкăн инваличĕ сайра, Оксана вара хăйне кăна мар, ашшĕне те пăхать. Геннадий Михайлович килĕнче çукчĕ, вĕçĕмех уçăлса çÿреме кăмăллать. Мучи çынсене паллами пулнă, унăн хăрах куçĕ курмасть. “Кил тĕлне вăл аван пĕлет, пĕрех çаврăнса çитет”, — палăртрĕ Оксана. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар: кÿршĕсем вутă, шыв кÿрсе параççĕ, аппăшĕсем кашни эрнерех килеççĕ. Инкĕшĕ эпир килнĕ кун çитнĕ, пÿлĕмсенче тирпейленĕ.

Ку хваттере Геннадий Журавлева вăрман пунктĕнче мотористра ĕçленĕ чухне панă, арăмĕ Зинаида Николаевна та унтах тăрăшнă, пĕренесем хатĕрленĕ. Журавлевсен 5 ача пулнă, Оксана — чи кĕçĕнни. Унăн умĕнхи чĕре чирĕпе аптăранипе 3 çултах çĕре кĕнĕ. Зина аппа 2008 çулта вилнĕ. Çав вăхăт тĕлне баракри 7 хваттер пушаннă ĕнтĕ, çынсем тухса кайнă.

“Эпĕ аттешĕн çакăнта пурăнатăп. Пĕччен пулас тăк кирек ăçта та вырăн тупăттăм: аппасем те чĕнеççĕ. Анчах атте урăх ниçта та тĕпленеймĕ. Тен, пурăнасси те нумаях юлман унăн. Ăна мĕн виличченех пăхăп, пăрахмастăпах. Çапла, çăмăл мар, эпĕ курнă нушана никама та сунмастăп. Пĕрре кăна канлĕ, нимĕн пирки шухăшламасăр, выртса çывăрасчĕ. Аттепе лăпкăлăх мĕнне тахçанах мантăм ĕнтĕ. Вăл çĕрле вăранса килтен тухса кайма пултарать. Мана тăрук палласа илеймест те çапса ярать. Эпĕ ĕмĕрĕпех “патак ачи” пулнă та, çавăнпа хăнăхнă. Атте вырăн çинче йăшăлтатнине илтсенех вăранатăп. “Мĕн пулчĕ, атте?” — тесе ыйтатăп”, — чунне уçрĕ çăмăл ыйхăллăскер.

Интерната таврăнман

Оксана вăхăтсăр çуралнă, амăшĕ ăна варĕнче 6 уйăх çеç йăтса çÿренĕ. 1200 грамм виçепе çут тĕнчене килнĕ пепкене тухтăрсем малтанах вилнĕ тесе шухăшланă, амăшне парасшăн пулман. Хĕрарăм çине тăнă: “Ачана пăрахса хăвармастăпах”. Больницăран тухнă чухне Оксана 900 грамм тайнă. Пĕрех вилĕме парăнман вăл, кун-çулĕ пулнах унăн. Тĕпренчĕк кайран чиперех ÿсме тытăннă, 3 уйăхра 3 килограма çитнĕ. Ăс-тăн тĕлĕшĕнчен йĕркеллех аталаннă, анчах ури ĕçлемен. “Мана Шупашкара больницăна хучĕç. “Игорь Владимирович, сделайте мне операцию! А то я вам по шее дам!” — тесе питĕ хытă ыйтнипе кăна операци турĕç”, — аса илчĕ ача чухнехине Оксана. Çакăн хыççăн, 9 çулта чухне, тин вăл ура çине тăнă. Амăшĕ ăна мĕнле кăна санаторие илсе кайман-ши? Курганта та, Пензăра та, таçта та сипленнĕ.

Хĕрачана Пензăри интерната вырнаç­тарнă. Унта 6 çул ытла вĕреннĕ, пурăннă вăл. Чирленине пула киле янă хыççăн каялла таврăнман. Интернатра вăйлисем айвантараххисене хĕнени те сивĕтнĕ-тĕр. Оксана пĕр палатăра пурăнакансенченех сахал мар “патак” çинĕ. Аппендикс каснăран Оксанăн йывăр çĕклеме юраман. Ăна хĕрачасенчен пĕрне кÿмене лартма хушнă. Сусăрсем яланах пĕр-пĕрне пулăшнă. Хырăм ыратнине пăхмасăрах Оксана ăна йăтнă. Сиснĕ вăл: хырăм çинчи çĕвĕ çурăлать. Çапах юлташне тепĕр хутчен çĕкленĕ. Суранран юн юхма тытăннă. Кайран хĕрача тăнне çухатнă, ăна больницăна илсе кайнă. Пензăра Оксанăн савни, пĕрремĕш юратăвĕ, пулнă. “Киле таврăнман тăк эпĕ унта çемье çавăрăттăмччĕ пулĕ. Унта каялла кайманшăн халĕ сĕре ÿкĕнетĕп. Ялти учительница Любовь Гавриловна пирĕн пата çÿреме тытăнчĕ, уроксем хыççăн мана вĕрентме ÿркенмерĕ. Ачасем те класĕпех çÿретчĕç. Пензăна яриччен мана ухмахсен çуртне ăсатасшăнччĕ. Ытти ачана йышăнчĕç, мана шăккалат тыттарса киле ячĕç. Кам та пулин манран кулма тăрсан эпĕ яланах çапла калаттăм: “Ухмахсене шăккалат парса кăларса ямаççĕ”, — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Ача çуратасран хăраççĕ

Оксана малашлăха систерекен тĕлĕксем курать. Таса Матрона тĕлĕке килет тĕк — ĕçпе кайма тивессе, кун пек чухне вăл паллă парать, Оксанăна хут тыттарать. Турра чунран ĕненсе кĕлĕсем вуланăран мĕн ыйтни йăлтах пурнăçа кĕрет-мĕн. Унăн планшетĕнче темĕн тĕрлĕ кĕлĕ те пур. Çынсем инкеке лексен ахальтен мар Оксанăран ыйтаççĕ: “Маншăн кĕлĕ вуласам, санăн сăмахусене Турă илтетех”. Психолог евĕр вăл: унпа калаçса чуна уçма пыракан та пур. Пенси илнине кура укçа ыйтма та килеççĕ, анчах хăшĕ-пĕри кивçене тавăрма васкамасть-мĕн. “Сана шыв йăтса панă вĕт, парăма ĕçлесе татнă”, — тесе тÿрре тухать. Мĕн калас кун пек чухне Оксанăн? Хăйне пулăшакана вăл ырăпа тавăрма тăрăшать, апатне те хĕрхенмест, укçа та парать. Сусăрăн чĕринче мĕн хуçаланнине кăна пурте ăнланмаççĕ. Чун кĕрĕк арки мар çав, тавăрса пăхаймăн. Хăйĕн асапне çын умĕнче кăтартмасть Оксана. Ялта унăн тусĕсем пур, вĕсем ăна хĕрхенеççĕ, пулăшаççĕ. “Мĕншĕн эпĕ çакнашкал çуралнă-ши? Никама та усал туман-çке”, — тесе чун каниччен макăрас килсен те вăл пĕрех ырра ĕненме пăрахмасть, куççульне шăлать те йăл кулать. Больницăра выртнă чухне тухтăр ыттисене яланах унран тĕслĕх илме сĕнет. “Йывăрлăха парăнма юрамасть, унсăрăн мана часах “тирпейлесе” хураççĕ. Темĕн калаçакан та пур ялта. Эпĕ ача çуратасран та хăраççĕ”, — тĕлĕнтерчĕ Оксана. Юлашки вăхăтра пĕр арçын ăна пулăшма çÿрени ялти фельдшера килĕшмест иккен. “Эсир арлă-арăмлă пурăнмастăр-и?” — ыйтнă хайхискер. “Пĕрлех çывăратпăр, тепĕр 9 уйăхран ача çуртатăп”, — юриех йĕкĕлтешнĕ Оксана. Арçынсемпе кăсăкланиччен сусăрăн, унăн ашшĕн сывлăхне тĕрĕслесчĕ фельдшерăн. “Кÿршĕсем патне кĕрсе тухать, пире уйăрса хăварать вăл”, — терĕç Журавлевсем.

Мĕнле хĕрарăмăн амăшĕ пулас килмĕ? Оксана çак телее тивĕçлĕ мар-им? “8 çул каялла савни пурччĕ. Унран ача çуратманшăн ÿкĕнетĕп. Каччă ялтан тухса каясса пĕлмен çав. Тата аппасенчен, аннерен, çын сăмахĕнчен хăрарăм. Çамрăк чухне хальхи ăс пулас тăк ниме те пăхмăттăм”, — кулянчĕ Оксана. Халĕ ĕнтĕ вăл юратăва ĕненме пăрахнă. Унăн шухăшĕпе, арçынсем сас-хурана мала хураççĕ, хĕрарăм тасалăхĕ иккĕлентерет вĕсене.

— Пĕр-пĕр кун е каç пÿрт ишĕлсе анасран хăрамастăн—и? — ыйтрăм унран.

— Çук, пĕртте шикленместĕп. Эпĕ кунта пурăннă чухне барак чиперех ларĕ — Турă мана пулăшать, çынсем мансан та вăл пă­рахмастех. Тăвансем шăнкăравлаççĕ, пурнăçăмпа кăсăкланаççĕ, апат-çимĕç илсе килеççĕ. Районти терапевт та кулленех сывлăхăм пирки ыйтать. Эпĕ çынсем маншăн куляннине, тăрăшнине туятăп. Унсăрăн манăн алă усăнĕччĕ. Аттепе иксĕмĕр ку условисене хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Хăнара та нумай тытăнса тăрас килмест — чун килех туртать, — хуравларĕ вăл. — Атте яланах манпа пĕрле пулмĕ. Манăн унсăрăн та пурăнма хăнăхмалла. Операци тутарас килет. Ура çине тăраятăп эпĕ, тĕревленмесĕр утса каяймастăп çеç.

Хăтсăр общежитие каясшăн мар

Журавлевсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерес тĕлĕшпе 2012 çултах суд пуçланнă. “Эпир нумая хапсăнмастпăр: сĕтелпе кравать вырнаçмалăх пÿлĕм, туалетпа ванна çеç пултăрччĕ”, — тенĕ те Оксана судья умĕнчех йĕрсе янă. Вăл суда выляса илнĕ, анчах ял тăрăхĕн администрацийĕ унăн йышăнăвне халĕ те пурнăçламан. Лару-тăрăва уçăмлатма Ирçе Çармăс ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Кураковпа çыхăнтăмăр. “Эпĕ ку тивĕçе çулталăк çурă каялла пикентĕм. Журавлевсем тĕлĕшпе пуçарнă ĕç папки темĕн хулăнăш. Мĕнле кăна ведомствăна çырма тивмерĕ-ши? Çăкалăхри барака авариллĕ тесе йышăнман. Пĕрне хваттер парсан ыттисем кÿренĕç. Журавлевсен хваттерĕ çеç пурăнма юрăхсăр шутланать. Эпир çемьене хамăрăн администраци террито рийĕнче кăна çурт е хваттер тупса параятпăр. Унти условисем ытти çыннăнни пек пулмалла: шыва колонкăран йăтаççĕ е кăмака хутса ăшăнаççĕ тĕк — çырлахма тивет, ятарласа хăтлăх кĕртеймĕпĕр, район центрĕнче хваттер илсе параймăпăр. Ирçе Çармăсра, Çăкалăхра общежити пур. Сĕнтĕмĕр — хирĕçлерĕç. Условисем тивĕçтермеççĕ тĕк Хурамалти ватăсен çурчĕ те вĕсене йышăнма хатĕр, анчах хăйсем ниçта та каясшăн мар. Журавлевсем хирĕçленине кура эпир суд йышăнăвне пурнăçламан пек пулса тухать. Куншăн пире пысăк штраф тÿлеттерме пултараççĕ. Оксана Геннадьевна çакна ăнланчĕ, суд приставĕсем патне кайса пире майлă заявлени çырчĕ. Ку лару-тăруран тухмалли пĕр çул куратăп: барака авариллĕ тесе йышăнмалла. Унта пропискăра тăракансем пурте /Журавлевсемсĕр пуçне/ çуртлă, вĕсен йышĕнче документпа çÿрекен хастар çын тупăнĕ-ши? Геннадий Михайловича тепĕр хĕрĕ Ираида Йĕпреçе пурăнма илсе кайма хирĕç мар. Анчах арçын çухалса каясран хăраççĕ, вăл пĕрмаях килтен тухса каять. Райцентрта ăна никам та палламасть”, — ăнлантарчĕ Леонид Николаевич.

Ял тăрăхĕн администрацийĕ сĕннĕ Ирçе Çармăсри общежитие Оксана кайса пăхнă. “Документра вăл газпа тивĕçтернĕ çурт пек курăнать. Юрать-ха, тавçăрулăхăм пур. Унта кайса килмесĕр нимĕнле хута та алă пусмарăм. Такси тытрăм та çав пÿлĕме курма кайрăм. Пирĕн килтинчен те начартарах пек туйăнчĕ, çавăнпа куçма хирĕçлерĕм. Хам чĕрĕ-сывă чухне аттене ватăсен çуртне ямастăпах. Малтанах хваттер черетĕнче эпĕ 4-мĕш тăраттăм, кайран тепĕр хутчен пĕлес тесе кайрăм та — 14-мĕшне куçнă. Халĕ,тен, татах аннă пулĕ — калаймастăп”, — пăшăрханчĕ вăл.

Кĕçех ашшĕ, самаях кукăрăлнă старик, килчĕ, шăнса кÿтнĕ хăй. “Кăмака хутатпăр-и?” — тилмĕрчĕ вăл хĕрне, пÿртри ют çынсене курмарĕ тейĕн. “Сирĕнпе калаçнă чухне ăшăмра: “Аттене çавăрса кил”, — тесе аннерен ыйтрăм. Куртăр-и: çитрĕ те. Иккĕн — иккĕнех, вăрçăнатпăр, хыççăнах аттене ыталаса чуптăватăп. Эпĕ пачах утайман чухне вăл мана пайтах йăтса çÿренĕ, халĕ манăн ăна пăхмалла”, — тесе ашшĕ çумне тĕршĕнчĕ Оксана. Мучи хĕрĕ çумĕнче хăйне хÿтлĕхри пек туйрĕ...

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.