Энергоресурссемпе чăрмавсăр тивĕçтереççĕ

13 Дек, 2016

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ЭСК «РусГидро» АО генеральнăй директорĕпе Владимир Кимеринпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, «Чăваш Ен энергосбыт компанийĕ» АОн тарифсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

 

Мероприятие çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин, ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов, Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова, «Чăваш Ен энергосбыт компанийĕ» АОн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров хутшăннă.

 

Раççейри чи пысăк энергетика холдингĕн ертÿçи Владимир Кименин палăртнă тăрăх — республикăра, пĕтĕмĕшле илсен, лару-тăру хăрушă мар. «Чăваш Ен энергосбыт компанийĕ» АОн 2016 çулхи ĕç-хĕл кăтартăвĕсем пирки калас тăк — малтанласа кĕтнĕ пек тăкаксем пулман, сахал пулин те, анчах компани тупăш илме пултарнă. «Чи çивĕч ыйту — «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсенчи кăткăс лару-тăру. Вĕсен парăмĕсем пирĕн ĕç-хĕле чăрмав кÿресрен хамăрăн укçа-тенкĕне тăккалама тиврĕ», — тенĕ «ЭСК «РусГидро» АО генеральнăй директорĕ.

 

«Хăшпĕр саманта шута илмесен энергосбыт компанийĕ энергоресурссемпе чăрмавсăр тивĕçтерет. Эпир электроэнергипе усă куракан организаци- предприятипе парăмĕсемпе çыхăннă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлетпĕр. Ку ыйтусем халăха пырса тивмелле мар. Пурин патне те ăшă çитмелле, кашни килтех хăтлă пултăр», — тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 

Енсем кулленхи ĕçре сиксе тухакан çивĕч ыйтусене малашне те пĕрле татса пама калаçса килĕшнĕ.

 

«Чăваш Ен энергосбыт компанийĕ» АО /«ЭСК «РусГидро» АО унăн пĕртен-пĕр ĕç тăвакан органĕ шутланать/ Чăваш Республикине электроэнергипе тивĕçтерет. Унăн калăпăшĕ сехетре 3,2 миллиард кВт танлашать. Компани клиенчĕсен шутĕнче 12,2 пине яхăн юридици сăпачĕ тата 367 пин çын.

 

И.СЕРГЕЕВА.