Тинĕс те тикĕс мар

10 Дек, 2016

— Çĕнĕ Эйпеçрен Кавала çити хурах! кăшкăрса пытăм, çул çинче каччăна мĕн кăна каласа вăрçмарăм-ши, çапах вĕçертмерĕ. Вăйăра пĕрре курсах килĕштернĕ вăл мана — çав каçах вăрлама тĕв тунă. Мĕн тăвăн, ун чухне йăли çапла пулнă. Каялла тухса утсан хĕрĕн ячĕ кайнă, хапхана тикĕтпе вараланă. Хальхи çамрăксем пек пĕр-пĕрне юратса çÿремен пулин те, 61 çул ĕнтĕ пĕрле. Нушине те, ырлăхне те куртăмăр. Тинĕс те тикĕс мар, пурнăçра та çавах, темĕн те сиксе тухать. Каçарнă, çийĕнчех маннă, ĕмĕр ĕмĕрлемелле, ачасене ÿстермелле-çке. Вăл мансăр, эпĕ унсăрăн пĕр кун та пурăнайман, çак ĕнтĕ вăл — юрату тени. Халĕ те пĕрле савăнатпăр, пĕрле кулянатпăр, ку тарана çитсе çемьере пĕр-пĕринчен вăрттăнлăх пулса курман. Иккĕн-иккĕнех, шăкăлтатсах кун иртет, — кăмăллăн калаçрĕ Елчĕк районĕнчи Кавалти Венера Новикова.

«Çĕçĕ ÿксе юлчĕ»

Илья Тимофеевичпа Венера Ильинична сакăр ача çуратса ÿстернĕ. Пурнăç урапи тĕрлĕрен çаврăнать çав. Ку кил-çуртра савăнăçĕ те, шел, çав вăхăтрах çĕр йăтайми хуйхи те пулнă. Сакăр ачинчен виçĕ ывăлĕ тахçанах çук ĕнтĕ. Пĕчĕк Веня виçĕ çултах чирлесе вилнĕ. Чĕрери суран пăртак пирченĕ çĕре çемьере иккĕмĕш Веня ÿссе çитĕннĕ. Ăна 1987 çулта салтака кайма ят тухнă. Афганистана лекнĕ ывăлĕнчен ултă уйăх пĕр хыпар та илеймен Венера аппан чĕри вутра епле çуннине ачисене çара ăсатса курнă амăшĕсем лайăх ăнланаççĕ. Килтисене систермесĕр вăрттăн мĕн чухлĕ куççуль юхтарман-ши вăл? Çемьере хуйхă пуласса чунĕ малтанах сиснĕ-ши?

Киле таврăнма вăхăт çитсен Вениамин Новикова ытти салтакпа пĕрле Узбекистанри Каттакурган хулине куçараççĕ. «Атте-анне, кĕтĕр мана, Мăнкуна таврăнса çитетĕпех», — çыру вĕçтернĕ каччă. Инкек ăçта кĕтсе тăнине пĕлме çук çав. Шăп тăван тăрăха пуçтарăнса тухмалли кунсенче юлташĕ ăна машина юсама чĕннĕ. Ырă кăмăллă чăваш каччи хирĕçлемен. Руль умĕнчи çамрăк водитель айăпне пула домкрат çинчи 16 тоннăллă машина айне пулнă Вениамин. «Тĕлĕкне те куртăм. Çемьере инкек пуласса Турри малтанах систерчĕ. Лаша кÿлсе кайрăм, таврăннă чухне çĕçĕ ÿксе юлчĕ. Каялла çаврăнса илмерĕм. Ĕлĕкрен каланă, çĕçĕ-пуртă арçынна пĕлтерет», — куççульне тутăр вĕçĕпе шăлчĕ амăшĕ. Веньăн юлашки çырăвĕ пĕр уйăхран кăна çитнĕ. Ăна цинк тупăкпа илсе килсе вăл вăхăт тĕлне пытарма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ывăлĕнчен çитнĕ хыпар иккĕмĕш хут хуçнă Венера Ильиничнăна. «Ара, таврăнасси пирки çырать-çке, тупăкри пирĕн ача пулмарĕ пуль. Пуçĕ те пысăкрах пек туйăнчĕ. Чĕрех çÿрет пуль ман Веня. Вăрçă хирĕнчен сывă тухнăскер халь тин мĕн туса вилтĕр?» — татăлсах йĕнĕ амăшĕ. Çав кунран каллех ывăлне кĕтме тытăннă мăнтарăн.

«Ялтан икĕ Новиков, икĕ çывăх тус, пĕри — Вениамин, тепри — Станислав, пĕр кунра çара кайрĕç. Пĕрлех таврăнчĕç, пĕри — тупăкра, тепри — сывă. 27 çул иртрĕ унтанпа, юлташĕсем Веньăна халĕ те манманни савăнтарать. Тутарстанри Çырчаллăран, хамăр районти Аслă Таяпаран килсех тăраççĕ, ялти масар çине кĕнĕ хыççăн пире курмасăр каймаççĕ», — калаçăва малалла тăсать Илья Тимофеевич. Виççĕмĕш ывăлĕн Валерăн та пурнăçĕ 45 çултах татăлнă, Чĕмпĕртен килнĕ чухне çул çинче сарăмсăр вилнĕ. Кинĕ Светлана пăрахмасть ватăсене.

Ывăл-хĕрĕ савăнтарать

Хĕрĕ Надя ашшĕ-амăшĕпе пĕр касрах пурăнать. Çывăх çыннисен сывлăхĕшĕн пăшăрханаканскер кун каçа миçе хутчен чупса килмест-ши? Ашшĕ-амăшĕн юн пусăмĕ ÿсмен-и, эмел ĕçме манман-и — тĕрĕслесех тăрать. Фермăра чылай çул осеменаторта ĕçленĕскер 2000 çулта Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ вăл. Мăшăрĕ Алексей Иванович та хăйĕн пекех яваплă та тĕплĕ çын. Вăл та чылай çул ферма пуçлăхĕнче вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă.

Крымра тĕпленнĕ пĕртен пĕр ывăлĕ Владимир аякри çула пăхмасăр ашшĕ-амăшне килсе курма вăхăт тупать. Пĕрре кăнтăрта, тепре Кавалта вăл. Ялта пурăннă хушăра та килте ахаль лармасть, колхозра платникре, сварщикре тăрăшать. «Нихăш ĕçе те тиркемест ывăл. Вăл кунта чухне кашни кунах ресторанти пек тутлă апат çиетпĕр. Темĕн те пĕçерме ăста Владимир. Ялти кĕрÿ те хамăр ывăл пекех, кăмăлĕ те, алли те ылтăн. Ÿркенмен ăста, вăтанман юмăç пулнă теççĕ-и-ха? Çын тара тытса ĕçлеттермен Надьăн мăшăрĕ. Хăйĕн те килĕнче ĕçĕ сахал мар, пирĕн валли те яланах вăхăт тупăнать. Çурт ăш-чикне те вăлах хăтлăлатрĕ. Халь ватлăхра ыр курса пурăнатпăр ав. Тăватă хĕр те пирĕн умра тăпăртатса ташласа çеç тăраççĕ. Тĕлĕнмелле пуян эпир, вунă мăнук, мăнуксен ачи улттă… Уявсенче вĕсем пĕр сĕтел тулса ларнине курсан чун хĕпĕртет», — хăпартлансах калаçать Илле тете.

Ялти хисеплĕ çынсем

86 çулти Венера аппа — тыл ĕçченĕ. Вăрçă пуçланнă чухне 11 çулта пулнăскер çу кунĕсенче хиртен те таврăнса курайман: аслисемпе тан ака тунă, тыр-пул çумланă, утă çулнă… Амăшĕнчен 9 çулта тăрса юлнă хĕрачан ачалăхĕ çăмăл килмен. Хăйĕнчен кĕçĕннисене те вăлах пăхнă. Вăрçăран сывă таврăннă ашшĕ çитĕннĕ ачи-пăчине пурне те туйла мăшăрлантарнă. Ĕмĕр тăршшĕпех колхозра бригадăра вăй хунă Венера Ильинична ялта ят-сум çĕнсе илнĕ. 44 çул водительте тăрăшнă Илья Тимофеевич хăй ĕçленĕ çулсене чи телейлĕ вăхăт шутне кĕртет. «Хамăн çĕтĕк-çурăк машинăпа ăçта кăна çитмен-ши эпĕ? Вăрман, чул-хăйăр, крахмал заводĕнче ĕçленĕ чухне тонни-тоннипе çĕрулми турттарнă. Виçĕ класс хыççăн малалла вĕренес темен эпĕ, колхоза вăкăр пăхма кайнă. Çавах çынна юрăхлă пултăм, япăх пурăнман, ял çинче ята яман», — хăй ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать Илле тете.

Хăна килнине, кÿршĕ-аршă пырса çÿренине юратаççĕ Илья Тимофеевичпа Венера Ильинична. Типтерлĕ пурăнакан ватăсен кил-çуртĕнче ăшăлăхпа хăтлăх хуçаланать. Тĕрĕллĕ минтерсем çинчен куçа илме çук. Пит хитре-çке Венера аппан эрешĕсем!

«Ак çапла шăкăлтатса ирттеретпĕр куна. Иккĕн мĕн тери аван. Эпĕ çак тарана çитсе мăшăр çине алă çĕклесе курман. Хĕрарăм кăшкăрнине хăлхана чиксе нихăçан та хирĕç тавлашман, вĕсен çапма вăйĕ çук, çавăнпа чĕлхепе кастараççĕ. Эй, алă сулаттăм та хамăн хăлтăр-халтăра тапратса çил пек вĕçтереттĕм. Киле таврăннă çĕре çил-тăвăл лăпланнă, хĕвел йăл кулать. Тĕрĕссипе, пĕр-пĕрне хытах кÿренмелли сăлтавĕ те пулман пирĕн. Ĕçе ир тухса кайнă та каç килсе кĕнĕ», — чунне уçать пĕр вĕçĕм калаçма юратакан Илья Тимофеевич.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.