Çамрăксем тăрăшуллă тата спортпа туслă пулччăр

10 Дек, 2016

Паян Чăваш Ене «Технониколь» корпораци президенчĕ Сергей Колесников килсе çитрĕ. Чи малтан вăл ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулса калаçрĕ.

Унтан вĕсем Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумне çитсе курчĕç. Техникумра 2013 çулта уçăлнă вĕренÿ центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Вĕренÿ учрежденийĕ строительство отраслĕ валли çулсерен вун-вун специалист хатĕрлет.

Паянах Михаил Игнатьевпа Сергей Колесников биатлон центрĕнче пулчĕç. Çамрăк биатлонистсемпе тата тренер-преподавательсемпе пĕрле йĕлтĕр трассин тата пемелли вырăн пахалăхне тĕрĕслерĕç.

«Эпĕ кунсерен 10 çухрăм чупма тăрăшатăп. Йĕлтĕрпе ярăнни кăмăл-туйăма çĕклет, ĕçлеме вăй-хал хушать. Пирĕн предприятире ĕçлекенсем те сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ: кам ишме çÿрет, кам çуран чупать. Йĕлтĕр спортне кăмăллакансем те нумай. Çамрăксем те спортпа туслă пулччăр, тăрăшса ĕçлеччĕр», — терĕ Сергей Анатольевич биатлона ачаран юратнине палăртса. Сăмах май, «Технониколь» компани темиçе регионта спорт обьекчĕсем çĕкленĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ