Пăхаттирсенчен хăшĕ вăйлăрах?

9 Дек, 2016

Нумаях пулмасть республикăра штангистсен ăмăртăвĕсем иртрĕç. Вĕсенче тĕрлĕ çулти пăхаттирсем хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç.

Вăрнарта иртнĕ турнирта 18 çултан кĕçĕнреххисем тупăшрĕç. Унта Елчĕк районĕн штангисчĕсем ытларах палăрчĕç. Тĕслĕхрен, яшсен туслă команди — пĕрремĕш, хĕрсен коллективĕ Çĕнĕ Шупашкарсем хыççăн иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Пăла тăрăхĕнчи çамрăк атлетсенчен чемпион ятне Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕренекен Артур Никоновпа Дмитрий Перцев тата Кавал ялĕнчи Алексей Носов çĕнсе илчĕç. Вĕсене йывăр атлетикăпа туслашма Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, пултаруллă тренер В.П.Марков вĕрентнĕ. Хĕрсен ушкăнĕнчи çивĕч кĕрешÿре те Виталий Петровичăн вĕренекенĕ, вунултă çулти Полина Андреева çĕнтерчĕ. Вăл икĕ енлĕ кĕрешÿре 105 /48Ç57/ килограмм пухса спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ.

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ Исаак Портнов республикăра чи вăйлă штангист пулнă. 1990 çулсенче республикăн тата Пĕтĕм Раççейри «Урожай» физкультурăпа спорт обществин чемпионачĕсенче çĕнтернĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн «Победа» колхозра ĕçленĕ пăхаттир 185 килограмлă снаряда çăмăллăнах кăкăр çинчен тĕртетчĕ. Шел те, вунă çул каялла вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Елчĕк тăрăхĕнче ăна манмаççĕ. Ялта çулсерен СССР спорт мастерне асăнса штангистсен турнирĕ йĕркелеççĕ.

Культура çуртĕнче иртнĕ турнира ăмăрту хуçисемсĕр пуçне Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенчи тата тĕрлĕ районти çĕре яхăн штангист хутшăнчĕ. Чемпионатра хăйсен виçисенче пуринчен ытларах вырăнти «Юман» спорт клубĕн хĕрĕсемпе каччисем палăрчĕç. Исаак Петровичăн çывăх тăванĕ Александр Портнов 15 çул каялла йĕркеленĕ клуб хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе республикипе паллă: Аслă Пăла Тимешри çичĕ штангист юлашки çулсенче Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

Хальхи турнирта абсолютлă чемпион ятне Александр Павловичăн хĕрĕ, Хусан университечĕн студентки Маргарита Портнова, çĕнсе илчĕ. Малти вырăнсене çавăн пекех пиччĕшĕпе йăмăкĕ Анатолийпе Любовь Иноходовсем, Павел Портнов йышăнчĕç.

Командăсен хушшинче «Юман» спорт клубĕ хыççăн иккĕмĕш вырăна Кивĕ Эйпеç ялĕн штангисчĕсем тухрĕç. Виталий Марковăн вĕренекенĕсем Маргарита Яковлева, Дмитрий Перцев, Артем Сахров тата Алексей Носов хăйсен виçисенче тĕп наградăсене тивĕçрĕç. Ăмăртура Патăрьелти спорт шкулĕнче вĕренекен Тимур Павловпа Татьяна Боброва тата Алманчă каччи Александр Мышов, Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Василий Новиковпа Андрей Каюков лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕ Александр Марков абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илчĕ. 20 çулхи пăхаттир, В.П.Марковăн ывăлĕ иккĕмĕш хăнăхтарура кăкăр çинчен 155 килограмлă снаряда тĕртрĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 265 очко пухса «Победа» хуçалăхăн чи хаклă парнине тивĕçрĕ.

Петр СИДОРОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.