Михаил Игнатьев саламланă

1 Дек, 2016

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ командировкăра пулнă май Ирина Клементьевăна Шупашкар хулин пуçлăхне — депутатсен Шупашкар хула Пухăвĕн председательне суйланă ятпа телеграмма ярса саламланă.

Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пысăк профессионализм, ĕçлес пултарулăхпа тата çынлăхпа çыхăннă пахалăхсем, хулана юратни Ирина Клементьевăна республикăн тĕп хулин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене ăнăçлă татса пама пулăшасса шаннине палăртнă.

Должноçа суйланă ятпа хулан çĕнĕ пуçлăхне çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев саламланă. Вăл Ирина Всеволодовна Шупашкар хулинче пурăнакансен ырлăхĕшĕн тухăçлă ĕçлекен команда йĕркелессе шаннине палăртнă.

 

Д.ВОЛКОВ.