Кам мĕнпе пуян...

1 Дек, 2016

«Чулпа перекене çăкăрпа пер», — тенĕ авалах. Анчах хытă кÿреннĕ, инкекĕсенче мĕнпур çут тĕнчене айăплама хатĕр çын çак тĕрĕслĕхе ниепле те йышăнаймасть. Хура туйăмĕсене ыттисенчен пытарас тесе çемçен калаçсан та чăнни çиеле тухатех. Тыткаларăшра, ĕçре палăрать вăл. Акăлчансен кун пирки питĕ аван ваттисен сăмахĕ пур: «Санăн ĕçÿсем хăв пирки янăравлă каланине пула эс пуплени илтĕнмест те».

Тепри туйăмĕсене уççăнах палăртать. Шалта халиччен мĕн капланни вăрттăнлăх пулма пăрахать. Хăйне алăра тытаймасăр вĕчĕхет, пĕлĕшĕсене ура хурать. Çав хушăрах вĕсене мар, хăйне ытларах сиен кÿрет, сывлăхне хавшатать. Пурнăçĕ кунран-кун юхăнса пырать. Ку питĕ хурлăхлă...

Паллашар-ха ытарлă халаппа.

«Пĕр çын пысăк та илемлĕ çĕнĕ пÿрт туяннă. Улма-çырла пахчи те чаплă пулнă. Тăпăлкка кил-çурт аякранах курăнса ларнă, пурне те илĕртнĕ. Юнашарах вара чăлăш-чалăш кивĕ пÿртре ăмсанчăк та кĕвĕç чунлă этем пурăннă. Ăнăçуллăрах арçынна пит курайман вăл. Ялан такăнтарма тĕмсĕлнĕ ăна. Е алăк айне çÿп-çап пăрахса панă, е тата мĕнле те пулин сăтăр тунă.

Пĕр ир уйрăмах савăк кăмăлпа вăранса кайнă та крыльца çине тухнă ырă пускил. Унта мăшкăлтăк шывĕпе тулли вит-ре ларнă. Ăна тăкнă та савăта çап-çутă çуса тасатнă арçын. Витрене садĕнчи чи хĕрлĕ, тутлă панулмипе тÿпелесе тултарнă та чухăн кÿрши патне çул тытнă хайхискер. Алăкран шакканине илтсенех: «Тинех тарăхтарса çитертĕм каппайчăка», — тесе шухăшласа илнĕ лешĕ. Çилли тулса килнипе вăрçăнма хатĕрленсе алăка уçнă вăл. Анчах теветкеллĕ çын пачах та хирĕлес-çапăçас тĕллевлĕ пулман. «Кам мĕнпе пуян, çавна тепринпе пайлать», — тенĕ те пĕр витре панулми тăсса панă».

Пурнăç пирĕн ума кунсерен кăткăс вуншар лару-тăру кăларса тăратать. Пур чухне те хамăра тивĕçлĕ тытатпăр-ши, çывăх çынсене каçарма, ăнланма тăрăшатпăр-ши эпир? Е чунра хура туйăмсене амаланма ирĕк паратпăр? Мĕнпур ырă ене ачаранах аталантармалла, сиенлĕ йăласенчен вара хăпмалла тесе çирĕплетеççĕ психологсем. Урăхла каласан, ытарлă халапри ырă кÿршĕ пек пулма ăнтăлмалла. Усăллă кĕнекесем вулани, ÿкерни, хавхалантаракан юрăсем итлени, юратнă çынсемпе хутшăнни, çут çанталăк илемĕпе киленни, пултарулăха тимлĕх уйăрни çак ĕçре пулăшĕç кăна. Тĕнчене улăштарма çынсене тиркенинчен, вĕсене ăмсаннинчен мар, хамăра тĕрĕс хак панинчен, ĕнерхинчен лайăхрах пулма тăрăшнинчен пуçăнмалла. Вара кашни кунах пирĕн пурнăçа çĕнĕ варкăш илсе килĕ — ырăлăхпа телей варкăшĕ. Чи пĕлтерĕшли — ăна асăрхама çеç пĕлер.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.