Ӳсмелли майсем пур

29 Ноя, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Мускавра çулленхи V «Инвестици климатне лайăхлатмалли 100 утăм» конференцие хутшăннă.

РФ Патшалăх канашĕн президиумĕн тата консультаци комиссийĕн чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ пĕрлехи ларăвĕнче регионсен предпринимательлĕх климатне лайăхлатассипе çыхăннă пĕлтерĕшне тĕпрен улăштаракан çĕнĕ концепципе паллаштарнă — конференцире шăпах çак тема тĕп вырăнта пулнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев — РФ Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн членĕ. Çак тытăма Раççей Президенчĕн хушăвĕпе Патшалăх канашне социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе консультаци пулăшăвĕпе тивĕçтерме йĕркеленĕ. Унăн йышне Раççейĕн ĕç тухăçлăхĕпе палăрнă субъекчĕсен пуçлăхĕсем кĕреççĕ.

«Бизнес валли хăтлă условисем йĕркелесси — регионăн çирĕп аталанăвне тивĕçтермелли условисенчен пĕри», — тенĕ конференцире сăмах илнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Вăл республикăра ырă инвестици климатне йĕркелессипе çыхăннă опытпа паллаштарнă. Аса илтерни вырăнлă: РФ субĕекчĕсенчи инвестици климачĕн Наци рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх кăçалхи çĕртме уй-ăхĕнче Чăваш Ен хăйĕн позицийĕсене лайăхлатнă, улттăмĕш вырăн йышăннă. Республика бизнес валли хăтлă условисем йĕркеленĕ регионсен малти теçеткине кĕнĕ, федерацин Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Çав вăхăтрах Михаил Игнатьев çивĕч ыйтусене те çĕкленĕ, вĕсене татса пани бизнеспа влаçăн пĕрлехи ĕçне тата та тухăçлăрах тума пулăшмалла. Калăпăр, Чăваш Енре ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен инженерипе техника тивĕçтерĕвĕн сечĕсемпе технологи енĕпе çыхăнтармалли пулăшу ĕçĕсене МФЦ урлă «пĕр чÿрече» принциппа кÿме пуçласси патне çитнĕ. Ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем МФЦпа килĕшÿсем тумалли йĕркелÿ ĕçне пурнăçлаççĕ. Анчах паян çавнашкал килĕшÿсене алă пусас тĕлĕшпе саккунсемпе çыхăннă чăрмавсем пур. Ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен пулăшу ĕçĕсем «патшалăхпа муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсем» ăнлава кĕмеççĕ, çавна май вĕсене патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсен çирĕплетнĕ переченĕпе йĕркелеме май çук. Апла тăк çав организацисемпе МФЦ хутшăнăвĕсене улăштармашкăн федерацин 210-ФЗ ; саккунне тÿрлетÿсем кĕртмелле. Çав шутра — документсен йышăннă пуххине пĕр ведомствăран теприне электрон мелпе парас тĕлĕшпе те.

Мероприятие чĕннĕ экспертсем те Наци рейтингĕ тата Чăваш Республикин унти позицийĕ тĕлĕшпе хăйсен шухăшĕпе паллаштарнă. Стратеги пуçарăвĕсен агентствин гендиректорĕ Андрей Никитин çапла палăртнă: «Чăваш Енĕн çак рейтингĕ, паллах, регион ертÿçипе Правительствин ĕçĕн кăтартăвĕ. Тепĕр енчен, ку — вырăнти предпринимательсен хаклавĕ, вĕсем регион влаçĕпе çыхăну тытса ĕçленине хаклани». РФ Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Сергей Катырин та республикăна ырласа каланă: «Чăваш Ен кăтартăвĕсем лайăх. Инвестици климачĕ çинчен калас тăк — халь паянхи позицисене упраса хăварасси тĕп вырăнта. Унсăр пуçне эпĕ малалла ÿсмелли майсене те куратăп».

Д.ВОЛКОВ.

Автор: