- Чăвашла верси
- Русская версия
Ял илемне пăсаççĕ
Ĕлĕкрех, эпир ача чух, чăваш ялĕсенче хуçасăр килсем пулманпа пĕрех. Нумай ачаллă çемьесенче пурăнакансем кĕçĕн шăллĕне тĕп киле хăварса уйрăлса тухса çĕнĕрен хуçалăх çавăрнă. Тĕпрен илсен, тăван ялтах. Хуçалăх çавăрма вырăн илме хальхи пек йывăр пулман. Ял хуçалăхĕнче кашнине валлиех ĕçĕ тупăнсах пынă. Ан ÿркен кăна.
Халĕ мĕн куратпăр-ха? Пирĕн тăрăхра ялсем пĕтнĕ е пушансах юлнă тесе каласшăн мар. Ĕçлес тесен вырăнтах ĕçне те тупма пулать. Паллах, пур чухне те килĕштернине мар та, çапах чуна усрамалăх ĕçлесе илеççĕ Сăр тăрăхĕнчи чăвашсемпе вырăссем. Хăшĕ-пĕри Мускав, Чулхула таврашĕнче тарçăра ĕçлесе "пуйса" таврăнать.
Çĕр-шыври арăш-пи-рĕш лару-тăру пирĕн тăрăхра пурăнакансене те йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Çамрăксем ĕç шыраса хуласене тапса сикрĕç те каялла таврăнмарĕç. Тĕп-кĕчсем çукран хăш-пĕр кил хупăнчĕ. Нумаях мар пулин те ялсенче халăха хăратса ларакан пушă пÿртсем, арканнă колхозсенчен юлнă ферма çурчĕсем пур. Вĕсем ял нĕрне самаях пăсаççĕ.
Халăха хăратса ла- раççĕ çав. "Хуçасăр çĕрĕк пÿрте ача-пăча кĕрсе кайса вăл çав самантра ишĕл-се анасран е шăпăрлансем вутпа выляса пушар кăларасран чун çук", – теççĕ пăшăрханса çак çĕрĕкпе кÿршĕллĕ пурăнакансем. Кÿршĕсем кăна-и? Акă яла анат енчен пырса кĕнĕ çĕрте пĕрремĕш килех хуçасăр. Тĕкĕ çинче кăна тытăнкаласа тăрать. Ĕне пĕрре пырса хыçкалансанах ишĕлсе анĕ. Инкек куç кĕретех. Тĕрĕссипе, çак хуçалăха ютра пурăнакан çын сутăн илнĕ теççĕ, анчах анкартипе тахçанах никам та усă курмасть. Вăл кÿршĕсене çум курăк вăрри парнелесе хыт хурапа ашкăрса ларать. Анкартипе тĕллевлĕн усă курманшăн явап тыттарма пирĕн саккун çук-и вара? Ялта пурăнакансен шучĕпе – хуçасăр киле хуçи виçĕ çул иртсен те сутмасан çак хуçалăха сутма вырăнти ял администрацийĕн аллине памалла. Туянакансем пур. Акă пĕр çурт çирĕм çул ытла ĕнтĕ хуçасăр ларать. Анкартийĕнче çынран çÿллĕ вăрман ÿссе ларнă. Çак вырăна туянассишĕн темиçе çын та килсе кайнăччĕ. Анчах несĕлçĕсен нихăшĕн те ăна сутма документ çук. Вăтăр пинпех сĕнекен çĕрĕк пÿрт чăннипех те хăрушлăх вырăнĕ. Ăна ял администрацине парса тахçанах сутса ямалла. Хальччен унта тахçанах çĕнĕ пÿрт çĕкленсе яла илем кÿмелле. Илем тенĕрен, пирĕн салана килен-каян кунта пурăнакансене мухтамасăр чăтаймасть: тирпейлĕ, таса, хăтлă урамсемпе хитре çуртсем чăннипех те куçа илĕртеççĕ. Çавăнпа пирĕн ялта вырăн илсе пурăнас текенсем час-часах килсе каяççĕ.
Кивĕ фермăсене пăсма та тахçанах вăхăт. Темиçе çул каялла кÿршĕ ялта аслатиллĕ вăйлă çумăр вăхăтĕнче ачасем хÿтĕленес тĕллевпе кивĕ ферма çуртне тарса кĕнĕ. Çил-тăвăла пула унăн пĕр пайĕ ишĕлсе анса виçĕ ача пурнăçне татнă. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ, анчах хăрушлăхне хамăрах "упраса" пурăнатпăр. Пĕле тăркачах. Пулнă-иртнĕ инкек çинчен хыççăнах манса кайрăмăр курăнать, ялсерен кивĕ ферма – хуçасăрлăх "палăкĕсем" – чуна ыраттарса лараççĕ. Вĕсене аякран такам килсе пăсса парасса кĕтетпĕр-ши?
Ял илемĕшĕн çулсеренех чĕлхе хĕрсе кайиччен сăмах çаптаратпăр, кивĕ фермăсемпе çĕрĕк пÿрт-сен тавра пирĕнтен мăшкăлласа кулнăн чашкăрса ÿсекен виçĕ метр çÿллĕш куршанакпа мăяна асăрхамастпăр та...
Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çак киревсĕрлĕхе, хăрушлăха пĕ-терме май çук-шим вара?
Етĕрне районĕ, Палтай.
Комментировать