Çĕр улми çиесчĕ

4 Апр, 2014

Иртнĕ çул пирĕн анкартинче вуçех те çĕр улми пулмарĕ, утă уйăхĕнчех аври хăмăрланса типсе ларчĕ. Паранки вара нимĕн чухлĕ те тухмарĕ. Пур пек çĕр улми те пĕтĕмпех шăтăк. Ăçтан тупăннă хытă хурт – пĕлместĕп. Тислĕк çуккипе тата горчица пирки питĕ лайăх удобрени тенипе умĕнхи çул çавна акса хăварнăччĕ, хĕле кĕриччен ăна çулмасăрах чĕре чавса варăнтартăмăр. Çуркунне ытти чухнехи пекех çĕр улми лартрăмăр. Горчицăна пула çапла хур куртăмăр-ши?

Хăш-пĕр журналта çине-çинех çĕр улми çеçкине татмаллине çыраççĕ. Анчах мĕншĕнне ăнлантармаççĕ.

«Престиж» препарат çĕр улмишĕн усăллă-ши? Унпа усă курас пулсан вăрлăха шăтарма хуриччен марганцовкăпа йывăç кĕлĕ шывĕнче тытма юрать-и? Кунашкал пĕри теприне сăтăр тумасть-и? Хурав парсамăр, тархасшăн. Кăçал тăраниччен çĕр улми çиесчĕ.

Таисия Денисова. Вăрмар районĕ, Мăнçырма.

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ÿсен-тăрана хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Елена Соколова хуравлать.

– Хисеплĕ Таисия Владимировна, горчица айăплă мар кунта. Авăр ир хăрса типрĕ тесе çыратăр. Çĕр улми нематоди хуçаланмасть-ши сирĕн ана çинче? Çакна тĕплĕ анализ тумасăр пĕлейместĕн. Çине тăрсах пирĕн пата (Шупашкар, Кременский урамĕ, 36-мĕш çурт, 27-мĕш пÿлĕм) килсе каймалла сирĕн. Ана çинчи типĕ тăпрана (0,5 кг) илсе килмелле. Е камран та пулин парса яма тăрăшмалла. Анализ хакĕ – 70 тенкĕ.

Нематода чирĕ палăрсан унта 10 çулччен çĕр улми, помидор, пăрăç таврашĕ çитĕнтерме юрамасть. Нумай çул ÿсекен курăк анчах ÿстермелле. Вăрлăха улăштармалла. Ĕç хатĕрĕсене (кĕреçе, туртса чĕрмелли тата ыттине те) лайăх çуса дезинфекцилемелле.

Хальччен хытă хурт (проволочник) пулман тетĕр. Анчах пĕр çулта пулакан япала мар-çке вăл. Ӳссе çитĕнсе шар кăтартма тытăниччен сахалтан та 3-4 çул иртет. Апла малтанах пулнă, анчах ÿсĕмĕ çеç пĕчĕкрех. Шурă горчичник вара хытă хурта пĕтерме пулăшнисĕр пуçне çĕре сыватать те, пулăхлатать те. Ана çинче хытă хурт хуçаланасран çум курăкĕнчен, уйрăмах шур утинчен (пырей) хăпмалла. Йÿçек çĕре извеç (доломит) çăнăхĕпе сапмалла. Хытă хурта «капкăна» лектерес тесен çĕр улми лартиччен 3-4 кун маларах, кайран вара çу тăршшĕпех çакăн пек тума пулать: чĕрĕ çĕр улми, кишĕр е кăшман касăкĕсене патак çине тăрăнтарса 10-12 см тарăнăшне чавса чикмелле. Кашни икĕ кунран кăларса унта кĕрсе ларнă хуртсене иртмелле.

Çĕр улми çеçки пирки. Чăн та, хăшĕ-пĕри ÿркĕнмесĕрех унăн çеçкине татать. Специалистсен шучĕпе – çапла туни тухăçа 5 процент таран ÿстерет. Анчах уссинчен ытларах сиенĕ пулмĕ-ши? Пĕрремĕшĕнчен, ана тăрăх çÿресе çĕре хытаратăр* иккĕмĕшĕнчен, çеçкине татса илнĕ вырăнтан çăмăллăнах инфекци кĕме пултарать. Виççĕмĕшĕнчен, хытă ывăнатăр.

«Престиж» çĕр улмине сиенлĕ хурт-кăпшанкăран, колорадо нăрринчен хÿтĕлет. Çак препаратпа пĕрĕхтерсен паранкă çине утă уйăхĕчченех нăрă лармĕ. Анчах ир пулакан çĕр улмине «Престижпа» сапма юрамасть. Хими веществин сиенĕ тухса пĕттĕр тесен сахалтан та 60 кун иртмелле. Çавăнпа унпа вăтам тата кая юлса пулаканнисене сирпĕтмелле.

Çĕр улми вăрлăхне лартиччен кĕлпе сапни ытлашши пулмĕ. «Престижпа» усă куратăр пулсан марганцовкăпа аппаланма та кирлĕ мар.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.