Черкесовран пулăшу ыйтаççĕ

28 Ноя, 2016

РФ Патшалăх Думин ертÿлĕхĕ регионсенчи ĕç-хĕле пысăка хурать. Çавна май кашни уйăхра депутатсен пĕрер эрне хăйсен тăрăхĕнче ĕçлемелле. Çак тапхăрта парламентарисем республикăри районсенчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ, тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулса вĕсен ыйтăвĕсене йышăнасси — регион эрнинчи тĕп ĕç-хĕл. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов хальхинче граждансемпе «Единая Россия» парти Председателĕн Д.Медведевăн Чăваш Енри общество йышăну пÿлĕмĕнче тĕл пулчĕ.

Çынсене тĕрлĕ ыйту кăсăклантарать. Инвалид ача ÿстерекен çемьесене пулăшу парасси, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси, авариллĕ çурт-йĕртен куçасси, йывăр чир хыççăн реабилитаци сиплевĕпе тивĕçтересси — тĕпрен илсен, халăха ытларах социаллă тытăмпа çыхăннă ыйтусем пăшăрхантараççĕ. Акă, Шупашкарта пурăнакан Петр Борисов РФ Патшалăх Думин депутатĕнчен Леонид Черкесовран Чернобыль аварийĕн ликвидаторĕсен сывлăхне кÿнĕ сиене саплаштарма пулăшу ыйтрĕ.

Виктор Ефиторовăн аллинче Çĕмĕрле районĕнче ашшĕнчен юлнă çĕр лаптăкĕн тата çуртăн докуменчĕсем çук. Çухалнă документсене çĕнĕрен тутарас тĕллевпе вăл яваплă тĕрлĕ орган представителĕ патне çитнĕ, сахал мар çыру çырнă. Анчах усăсăр. Ку таранччен те пăр вырăнтан тапранманран арçын Леонид Черкесов патне килнĕ. Вăл депутат çак ĕçе хутшăнса ыйтăва татса парасса шаннине палăртрĕ. Депутат патне йышăнăва килнĕ 72 çулти хĕрарăм Шупашкарта мечĕт строительстви валли çĕр уйăрма май килĕ-ши тесе кăсăкланчĕ. Шупашкар районĕнче пурăнакан тепĕр хĕрарăм Вăрманкас ялĕ çывăхĕнче пĕве тăвас шухăш пуррине пĕлтерчĕ. Вăл ку ĕç депутат пулăшсан хăвăртрах пурнăçланассине палăртрĕ.

82 çулти пенсионерка юридици пĕлĕвĕ çитменрен инкеке кĕрсе ÿкни çинчен каласа кăтартрĕ. Виçĕ çул каялла унăн ывăлĕ уйрăм çынран кредит илнĕ. Халĕ çав кивçене пула çемье хваттерсĕр юлас хăрушлăх пур. Ватă çын шухăшĕпе — кредитор çынсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнипе усă курса тĕрĕс мар килĕшÿ тутарттарнă. Пенсионерка Патшалăх Думин депутатĕнчен кредит килĕшĕвне çĕнĕрен пăхса тухма пулăшу ыйтать.

Çак кун Леонид Черкесов 15 çынна йышăнчĕ. «Пур ыйтăва та пĕр самантра хурав параймăн. Хăшĕ-пĕри чăннипех те кăткăс, чылай çул хушши татса парайманскерсем. Вĕсене кашнине уйрăммăн тĕпчемелле, саккунпа килĕшÿллĕн тивĕçлĕ йышăну тумалла, — палăртрĕ депутат. — Паллах, республика, тĕп хула ертÿлĕхĕпе, ытти влаç органĕпе пĕрле ĕçлесе çынсене пулăшма тăрăшăпăр».

В.БАГАДЕРОВА

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме