«Депутатсен ăнăçлă ĕçлемешкĕн вăй-хăват çителĕклех»

28 Ноя, 2016

Пирĕн ыйтусене Чăваш Республикин улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн  редседателĕ Валерий ФИЛИМОНОВ хуравлать

— Валерий Николаевич, хаçат вулаканĕсене республи¬ка парламенчĕн çĕнĕ спикерĕ¬пе паллаштарас килет. Пал¬лах, эсир ăçтан пулнине тата мĕн ĕçленине нумайăшĕ пĕлет, çапах хăвăр çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха.

— Эпĕ Елчĕк ялĕнче рабо¬чи çемйинче çуралнă. Çывăх çыннăмсем вырăнти крах¬мал заводĕнче ĕçленĕ: атте — механик, анне — бухгал¬тер. 1984 çулта Пятигорскри фармацевтика институтĕнчен вĕренсе тухса провизор пул¬са тăтăм. Çар тивĕçне Хĕрлĕ Ялавлă Киев çар округĕнче пурнăçларăм. Унтан Шупаш¬карти 135-мĕш патшалăх ап¬текинче ĕçлерĕм. 1994 çулта мана ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармаци» патшалăх унитари предприя¬тийĕн генеральнăй директорĕн должноçне шанса пачĕç. 1998 çултанпа — депутат. 2005 çулта Шупашкарти коопераци ин¬ститучĕн юридици факультет¬не пĕтертĕм. Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн членĕ.

— Эсир фармацевтикăна ăн¬сăртран лекмен ахăртнех?

— Аслă аппа аптекăри ĕçĕ пирки питĕ хавхаланса ка¬ласа кăтартнăран фарма¬цевт профессийĕпе кăсăклан¬ма пуçларăм. Пятигорскри фармацевтика институтĕнче вĕреннĕ чухне çак ĕç питĕ кă¬сăклă, кирлĕ те яваплă пул¬нине ăнлантăм. Хама килĕ¬шекен профессие тупма /сă¬мах май, çав тытăмра 30 çул ытла тăрăшрăм/ пулăшнăшăн тăванăмсене тав сăмахĕ ка¬лас килет.

— Сире çĕнĕ должноçа лар¬тнине тăванăрсемпе çывăх çыннăрсем мĕнле йышăнчĕç?

— Паллах, пушă вăхăт чы¬лай чакрĕ, çапах манăн çемье республикăн саккун кăларакан органĕн ертÿçин яваплăхĕ пы¬сăк пулнине ăнланать. Çакăн¬шăн çывăх çыннăмсене тав, ирĕклĕрех вăхăта вĕсемпе ирт¬терме тăрăшатăп.

— Эсир Чăваш Енĕн иккĕмĕш, тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш суй¬лавĕсенчи Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă, халĕ — Пред¬седатель. Хăш тапхăрта ĕçлеме кăсăклăрахчĕ?

— Кашни суйлав депутат¬сен корпусĕн тытăмĕпе тата пурнăç пирĕн ума кăларса тă¬ратакан тĕллевсемпе уйрăл¬са тăнине палăртас килет, çапах кашнинчех ĕçлеме хăйне май кăсăклăччĕ. Депутатсем пĕрле ĕçленĕçемĕн пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма тытăнни¬не калама пултаратăп. Вăхăт иртнĕçемĕн туслă çыхăнусем те йĕркеленеççĕ, çакă ĕçре пу¬лăшса çеç пырать.

— Республика парламенчĕн хальхи йышĕ пирки мĕн кала¬ма пултаратăр? Унăн ĕçлеме пултараслăхне мĕнле хакла¬тăр?

— Пĕлетĕр ĕнтĕ: 2016 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашне 44 депу¬тат суйланнă. Çĕнĕ суйлавра депутат мандачĕсене парла¬ментри партисен представи¬телĕсем урăхларах пайларĕç. «Единая Россия» парти депу¬тачĕсем 36 мандата тивĕçрĕç /пиллĕкмĕш суйлавра — 33/, РФКП тата РЛДП представи¬телĕсен — 3-шер мандат /4 тата 2/. Улттăмĕш суйлавра «Справедливая Россия» пар¬тирен 2 представитель çеç. Пиллĕкмĕш суйлавра вара ку парти фракцийĕ йышĕпе илсен иккĕмĕш вырăнтаччĕ, вăл 5 де¬путатран тăратчĕ.

Депутатсен корпусĕ çурри¬не яхăн çĕнелчĕ, çав шутра çамрăк политиксене пула та. Апла пулин те нумай депута¬тăн влаçăн халăх суйланă ор¬ганĕсенчи ĕç опычĕ пур. 25 де¬путат маларах — республика парламентне, 8-шĕ вара вы¬рăнти хăйтытăмлăх органĕ¬сене суйланнă. Урăхла кала¬сан — депутатсен виççĕ тăват¬тăмĕш пайĕ çак ĕç мĕн иккен¬не лайăх пĕлет. Иртнĕ суйлав¬па танлаштарсан халĕ Пат¬шалăх Канашĕнче социал¬лă сфера представителĕсем ытларах: тĕслĕхрен, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчен — 5 де¬путат, вĕренÿ — 2, халăх ый¬тăвĕсене тивĕçтерекен сфе¬рăран — 7. Пĕтĕмĕшле ил¬сен — хальхи корпусăн саккун çырас-кăларас енĕпе ăнăçлă та тухăçлă ĕçлемешкĕн вăй- хăват çителĕклех.

— Иккĕмĕш сессире эсир ЧР Патшалăх Канашĕн 22 çулта ырă йăласем йĕркеленнине пĕлтертĕр, вĕсене сыхласа хă¬вармаллине палăртрăр. Сăмах мĕн çинчен пырать?

— Депутатсен корпусĕн саккун кăларас енĕпе нумай çул ĕçленĕ май пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене татса памалли комплекслă меслетсем йĕрке¬леннĕ. Депутатăн тухăçлă ĕçĕн никĕсĕ — ĕçтешĕсем мĕн кала¬нине илтме пĕлни тата вĕсе¬не хисеплени, конструктивлă калаçу тытса пыма пултарни. Кашни парламентаришĕн çын¬сем хăйсен сассине панă, вĕсе¬не шута илмеллех.

— Сирĕн шухăшпа, паянхи депутатăн мĕнле пулмалла?

— Унăн халăх ырлăхĕшĕн ĕçлемелле. «Ырлăх» сăмах пĕлтерĕшне эпир кашниех тĕрлĕрен ăнланатпăр, çапах чыс, кăмăл-сипет, совеç тата ыттисене пулăшма хатĕрлĕх йышши ăнлавсем те пур. Çак пахалăхсем кашнинех пулмал¬ла. Кирек хăш çыннăн та, депу¬татăн çеç мар, кирек хăш вă¬хăтра та тĕрĕс, йĕркеллĕ, ява¬плă пулмалла тата саккунсе¬не хисеплемелле. Депутатсен çавăн пекех суйлавçăсемпе тачă çыхăну тытмалла: çакă чуна ыраттаракан самантсене тупса палăртма, саккун кăлара¬кан влаçа халĕ пур йывăрлăха хăвăртрах татса пама пулăшĕ. Унсăр пуçне экономикăри тата социаллă сферăри чăнлăх де¬путатсене оперативлă, çав ху¬шăрах тĕплĕ шухăшласа тунă йышăнусем тума хистет.

— Парламентарисен çывăх вăхăтри тĕллевĕсем еплерех?

— Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018- 2019 çулсенчи тапхăрти бюд¬жечĕн проектне виççĕмĕш сессин пĕрремĕш тапхăрĕнче пĕрремĕш вулавпа йышăнтă¬мăр. Пĕлтĕр, астăватăр ахăр¬тнех, эпир пĕр çуллăх бюджет йышăнтăмăр. Асăннă тапхăр¬та экономика çĕнĕ лару-тăру тĕлĕшпе адаптациленчĕ те¬мелле, çакă бюджета виçĕ çул¬лăха планласси, çĕршывăн тата регионсен аталанăвĕн вă¬там вăхăтлăх прогнозне хатĕ¬рлесси патне таврăнма май пачĕ. Тĕп тĕллев — республи¬кăн социаллă тĕп обязатель¬ствисене сыхласа хăварас¬си, дефицитсăр бюджет йы¬шăнасси, патшалăх парăмне тата регион дотацилĕхне ча¬карас енĕпе пĕрмаях ĕçлесси. Пĕтĕмĕшле илсен малти вы¬рăнта норма-право никĕсне лайăхлатас тĕлĕшпе тĕплĕн ĕçлесси пулмалла. Республи¬кăра пурăнакансем депутат¬сенчен чăн ĕçсемпе пайăр кă¬тартусем кĕтеççĕ.

— Валерий Николаевич, эсир РФ федерацин Атăлçи округĕнчи субъекчĕсен патша¬лăх влаçĕн Саккун кăларакан органĕсен ассоциацийĕн ла¬рăвне хутшăннине пĕлетĕп…

— Саранскра иртрĕ вăл. Унта вĕсен сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи опычĕпе паллаш¬рăмăр. Унта халăха спортпа туслаштарса, çав шутрах ГТО нормисене тултарса та, сывă пурнăç йĕркине сарас енĕпе нумай ĕçлеççĕ. ФАО регионĕ¬сенчи миграци ыйтăвĕсене, çав шутрах мигрантсене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннисе¬не те, сÿтсе яврăмăр. Саккун кăларакансен пуçарăвĕсене, алкоголь продукцине саккун¬сăр майпа сутассине çирĕ¬прех тĕрĕслесе тăрасси пирки калаканнисене, тишкертĕмĕр. Граждансен сывлăхне сыхлас¬сипе çыхăннă сфера хамшăн çывăх пулнăран çапла шухăш¬латăп: тытăмĕнче спирт пур продукцие, эмел препарачĕ¬сене тата парфюм-косметика хатĕрĕсене /халăхра вĕсе¬не «фанфурик» теççĕ/ ирĕклĕ сутнăран пулакан сиенлĕ витĕ¬ме чакарас тĕллевпе васкав¬лă мерăсем йышăнмалла. Ку йывăрлăха паян массăллă ин¬формаци хатĕрĕсенче тăтă¬шах сÿтсе яваççĕ. Ăна саккун тĕлĕшĕнчен татса пама вăхăт çитнĕ тесе шухăшлатăп.

— Эсир халăхпа тăтăшах тĕлпулусем ирттеретĕр. Çын¬сем сирĕн пата ытларах мĕнле ыйтусемпе килеççĕ? Вĕсе¬не пурне те татса пама май килет-и?

— Çынсене социаллă ыйту¬сем пăшăрхантараççĕ: ЖКХ йывăрлăхĕсем, медицина пу¬лăшăвне вăхăтра кÿни тата унăн пахалăхĕ, çĕнĕ ача сачĕ¬семпе шкулсем хăпартасси, çĕнĕ районсен инфратытăм¬не лайăхлатасси, шалу виçи, çурт-йĕрлĕ пуласси. Хăшĕ¬сем чунĕнче мĕн пытарăнни¬не те уçса параççĕ — вĕсем тĕрĕслĕхе ăçта шырамалли¬не пĕлмеççĕ. Пирĕн, депутат¬сен, халăха йывăрлăхсене тат¬са парас ĕçре май килнĕ таран пулăшмалла. Регионăн инве¬стици илĕртÿлĕхне ÿстерес ĕçе малалла тăсмалла, çĕнĕ ĕç вы¬рăнĕсем йĕркелемелле, эконо¬микăн социаллă пĕлтерĕшлĕ отраслĕсене аталантармалла.

— «Хыпар» вулакансене мĕн калас килет?

— Этем çемьесĕр, юратнă ĕçсĕр тата çирĕп туслăхсăр телейлĕ пулаймĕ. Пурне те çемье телейĕ, ырлăх-сывлăх, ырă пуçарусенче ăнăçу суна¬тăп. Сире шанчăклă юлташăр¬сем ăнланччăр тата пулăшса пыччăр.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Рубрика: