Чи вăйлисемпе хăюллисен спартакиади

26 Ноя, 2016

Паян Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче республикăри патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен спартакиадин финалĕ иртрĕ.
Савăнăçлă парадра спортсменсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов тата ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков саламларĕç. «Чăваш Енре спортпа туслă çынсем пурăнаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ çултан çул пысăкланать. Çамрăксем спортăн тĕрлĕ енĕсене кăмăлланине сăнатпăр. Пирĕн те çитĕнекен ăрăва тĕслĕх кăтартмалла», — терĕ Михаил Васильевич пурне те ăнăçу суннă май.
Темиçе тапхăрпа йĕркелекен ăмăртăва Чăваш Енри тĕрлĕ министерствăпа ведомство, федераци органĕсен вырăнти службисен, районсемпе хуласен администрацийĕсен командисем хутшăнчĕç. Вĕсем волейболла вылярĕç, дартс турнирĕнче чи маттуррисене палăртрĕç тата бассейнра ишес енĕпе вăй виçрĕç. Волейбол лапамĕнче финалта Ĕçлев министерствипе Ял хуçалăх министерствин, МЧСпа Пенси фончĕн, Элĕк районĕпе Шупашкар тăрăхĕн командисем тĕл пулчĕç.
Сăмах май, спартакиада программи анлă. Маларах командăсем йĕлтĕрпе чупас, вĕрен туртас енĕпе кĕрешнĕ, шахматпа шашка, сĕтелçи теннис, триатлон, çăмăл атлетика, баскетбол, мини-футбол ăмăртăвĕсенче тупăшнă.

Андрей МИХАЙЛОВ