ГИС-технологисемшĕн – диплом

25 Ноя, 2016

Анлă кăтартусен инфратытăмне ĕçе кĕртнĕ чух патшалăх управленийĕнче çĕнĕ ГИС-технологисемпе усă курнăшăн Пĕтĕм тĕнчери XXII Esri конференцире Чăваш Енĕн Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствине дипломпа чысланă.

Асăннă конференци — Раççейри тата НППП çĕршывĕсенчи геоинформаци технологийĕсемпе çыхăннă пысăк пулăм. Унта çуллен вун-вун компани, патшалăх влаçĕн органĕсен, наукăпа вĕренÿ учрежденийĕсен представителĕсем пухăнаççĕ. Ку хутĕнче ултă çĕршывран 330 çын килнĕ.

Чăваш Енре регионăн анлă геоинформаци тытăмне 2013 çултах йĕркелеме тытăннă. Паян çак Интернет-ресурсри тематика карттисемпе сервиссен шучĕ чăннипех пысăк, вĕсемпе влаç органĕсен специалисчĕсем, предпринимательсем, ахаль граждансем усă кураççĕ. Конференци шăпах çакна пысăка хурса хакланă — пысăк ĕç тунине дипломпа ĕнентернĕ.

 

Теги: