Тĕп вырăнта – пахалăх

24 Ноя, 2016

Паян Чăваш Енре регионсен "Ăнăçлă бизнес стратегийĕпе практики" форумĕ 12-мĕш хут иртрĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне тата Европăри пахалăх эрнине халалларĕç. Унта 200 ытла çын — республикăри бизнесменсем, Мускавран, Чулхуларан, Самартан, Красноярскран килнĕ экспертсем, промышленноç предприятийĕсен ертÿçисем, аслă вĕренÿ заведенийĕсен представителĕсем — хутшăнчĕç.

 

 Çичĕ тематика лапамĕнче калаçу бизнеса аталантармалли çул-йĕр тавра, сиксе тухакан йывăрлăхсене мĕнле çĕнтермелли çинчен пычĕ. Форума ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин уçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх — продукци пахалăхĕпе хăрушсăрлăхĕ паян пурне те кăсăклантарать, мĕншĕн тесен вĕсем тÿрремĕнех çын сывлăхĕпе çыхăннă.

 

Пленарлă ларăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Бизнес валли республикăра яланах çул уçă пулнине палăртрĕ. Чăваш Ен çут çанталăк пуянлăхĕпе мухтанма пултараймасть, анчах кунта хастар çын нумай. Экономика аталанăвне шăпах вĕсем пысăк тÿпе хываççĕ. Кăçал про-мышленноç производствин индексĕ 108% танлашнă. Чăваш Енри чылай предприятипе организаци экономикăри кăткăс лару-тăрăва тата санкцисене пăхмасăрах ăнăçлă аталанать. Регионти промышленноç комплексĕн предприятийĕсен тиесе янă продукци калăпăшĕ ÿсет. Тĕнчери стандарта тивĕçекен менеджмент пахалăх тытăмĕн сертификатне илекен организацисем те йышлансах пыраççĕ. Республика Пуçлăхĕ вĕсен шутĕнче Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвне, Çĕмĕрлери автофургон кăларакан завода, Химпрома, "Акконд" фабрикăна асăнчĕ. Хăшпĕр çĕрте ĕçсĕрлĕх хуçаланать пулсан, Çĕмĕрлесем çын çитменнипе аптăраççĕ — ĕçлекенсене ытти районтан автобуспа илсе çÿреççĕ. Вăтам ĕç укçи кунта 37 пин тенкĕпе танлашать. Паллах, кун пек çĕрте ĕçлес текен йышлă. Чапаев ячĕллĕ завод та тупăша миллиардсемпе шутлать. Кунта ача-пăча валли мечĕк кăларса кăна çĕр-çĕр миллион тенкĕ услам илеççĕ. "Аккондăн" пылак продукцине Китая, Америкăна çитиех ăсатаççĕ.

 

Оборона промышленноçĕ те уксахламасть. Ку енĕпе 1 миллиард тенкĕ хушма саккас илнĕ. Чăваш Енри предприятисем инноваци технологийĕсене пурнăçа кĕртессипе Раççейре — малтисен ретĕнче.

 

Республика ертÿлĕхĕ Шупашкарти трактор заводĕнчи йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕр шырать. Çуллен 50 миллиарлд тенкĕлĕх тавар кăларнăскер паян 7 пин çынна ĕçсĕр тăратса хăварнă.

 

Экономика кал-кал аталанса пырсан социаллă ыйтусене татса пама та çăмăлрах. Халĕ республика, федераци программисемпе килĕшÿллĕн 4 ача сачĕ тăваççĕ. Çывăх вăхăтра республикăн тĕрлĕ районĕнче, хулинче 32 шкул хута ямалла. Паянхи куна тивĕçтерекен, тĕнче шайĕнчи оборудовани вырнаçтарнă больницăсем те кашни çулах уçăлаççĕ. Чăваш Енре 100 çул урлă каçнă 98 çын пурăнать. Медицина пулăшăвĕ парасси лайăхланса пынăçемĕн вĕсен йышĕ тата та хушăнас шанăç пур.

 

"Бизнесра та, влаç органĕсенче те таса чĕреллĕ çынсен кăна ĕçлемелле, — терĕ республика Пуçлăхĕ. — Кукăр алăллисене, мĕнле пукан йышăннине пăхмасăрах, катертсе пымалла".

 

Тухса калаçакансем тавар пахалăхĕ кадрсен ăсталăхĕнчен, вĕсем производствăна пĕлсе йĕркелесе пынинчен, аслă шкулсем специалистсене епле хатĕрленинчен нумай килнине палăртрĕç. Ку тĕлĕшпе малта пыракансен опычĕпе паллашрĕç.

 

Форумăн пленарлă пайĕнче "Чăваш Республикин пахалăх марки", "Раççейри чи лайăх 100 тавар" конкурссен лауреачĕсене чысларĕç.

 

Василий СОРОКИН