- Чăвашла верси
- Русская версия
«Тантăшпа» ачаранах туслă
Пирĕн хаçата ачасем çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те, аслашшĕ-асламăшĕ те хаваспах вулаççĕ. Хĕр ачасемпе арçын ачасем кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех "Тантăш" тĕнчине "путнă". Хаçатпа пĕрре те туслă çыхăнăва татман – ăна кашни çул çырăнса илеççĕ, хаваспах вулаççĕ. Çавнашкал ачасемпе тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.
Ольга Семеновăпа Ирина Алендеева иккĕшĕ те Куславкка районĕнчи Аслă Куснар шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренеççĕ. "Тантăша" ачаранпах çырăнса парать вĕсене ашшĕ-амăшĕ.
Ольга Семенова Сĕнтĕрвăрри районĕн-чи Чăнкассинче пурăнать, вăл унти тăхăр класлă шкулта вĕреннĕ. Халĕ вара кÿршĕ районти тăватă çухрăмра вырнаçнă Аслă Куснар шкулне çÿрет.
– Кашни ир автобус илсе çитерет. Хăш чухне кунти тăвансем патне çĕр каçма юлатăп, çанталăк ăшă чухне çуран çÿреме тăрăшатăп. Çут çанталăкпа киленсе пыма май пур. Çакă сывлăхшăн та лайăх, – тет пике.
Вун пĕрмĕш класра вĕренекенскер хăйĕн сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе тăрăшать, кĕлеткене кирлĕ формăра тытать. Спортпа туслă Оля волейболла выляма питĕ юратать, çавăнпах секцие çÿреме те вăхăт тупать. "Анчах пушă вăхăтра çеç", – палăртать вăл. Ара, вун пĕрмĕшсем халĕ экзаменсем тытма хатĕрленеççĕ-çке. Оля та пушă вăхăта ытларах факультативсене çÿреме тата килте хăй тĕллĕн вĕренмешкĕн уйăрать.
– Яланах экзаменсене хатĕрленместĕн ĕнтĕ, канас та килет, – пĕлтерет хĕр ача.
Çавăнпах чун киленĕçĕ валли самант та пулин тупатех.
– Ӳкерме юрататăп. Йĕри-тавра сăнатăн та – çут çанталăк епле илемлине чун-чĕрепе туятăн. Куçпа куратăн. Çак капăрлăх шур хут çине хăйĕн вырăнне тупать те. Атте те ÿкерме кăмăллатчĕ, – сăмах çăмхине сÿтрĕ Оля Семенова.
Чи пĕлтерĕшли вара – "Тантăша" алла тытма вăхăт тупни. Кĕçĕн класранпах туслă вăл юратнă хаçатпа. Сăвă çырма кăмăллаканскер хăйĕн хайлавĕсене редакцие ярса парассине шантарчĕ.
Ирина Алендеева та темиçе çул хушши çырăнать "Тантăша".
– Хаçат содержанийĕ мана тивĕçтерет. Вуламалли пайтах, – тет вăл йăл кулса. – Уйрăмах "Çунатлă çамрăклăх" рубрика килĕшет. Чăваш ачисем валли "Тантăш" пек интереслĕ хаçат пурри савăнăç мар-и вара? Ачаранпах çак кăларăма вуласан тата лайăх. Тăван чĕлхепе калаçакансен йышĕ те ÿсĕ. Хальхи вăхăтра ку ыйту чи çивĕччи-çке. Ачасем чăвашла калаçмаççĕ. Манăн вара тăван чĕлхене пĕтерес килмест. Эпĕ кашни ача чăвашла калаçтăр тесе ĕмĕтленетĕп! – мăнаçланать Ирина.
"Тантăша" вуласа, чăн та, пурнăçпа тан утать хальхи чăваш ачи. Ольăпа Ирина пек ачасем пурри пире, хаçатра ĕçлекенсене, савăнтарать. Пикесенчен тĕслĕх илмелли пур çав. Çавăнпа та пирĕнпе туслă пулăр, çыхăнăва ан татăр!
Комментировать