Игорь Додона саламланă

15 Ноя, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Игорь Додона Молдова Республикин президенчĕн должноçне суйланнă ятпа саламлă телеграмма янă.

«Ертÿçĕн пуян опычĕ, профессионализм, яваплăха туйни тата патриотизм Сире тивĕçлипе хисеп тата ят-сум кÿнĕ. Сирĕн патшалăхăн пысăк постĕнчи ĕçĕр республика экономикине çĕклеме, Мол-довăн тĕнче аренинчи позицийĕсене çирĕплетме пулăшасси пирки иккĕленместĕп», — тенĕ теле-граммăра. Михаил Васильевич Чăваш Республики, Раççей Федерацийĕ тата Молдова Республики малашне туслă çыхăну тытса ĕçлессе шаннине палăртнă.

Аса илтерер: Чăваш Енпе Молдова çыхăнăвĕ çирĕп. 2015 çулхи çу уйăхĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Игорь Додонпа курнăçнă, вăл ун чухне Молдова парламенчĕн депутачĕ пулнă. Михаил Игнатьев ял хуçалăхĕ, хими тата электротехника промышленноçĕ енĕпе пĕрле ĕçлесси малашлăхлă пулнине палăртнă. Молдова парламентарийĕсем те Чăваш Ен конструктивлă диалог йĕркелеме ăнтăлнине ырласа хакланă. «Молдовăпа Раççейĕн — пĕрлехи истори, пирĕн пуласлăх пĕрле пуласса шанатăп», — тенĕ Игорь Додон.

Д.ВОЛКОВ.

Автор: