«Хыпар» парнисемшĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри XXXIII турнир саманчĕсем

10 Ноя, 2016

РЕДАКЦИРЕН. XXXIII турнира йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн «Хыпар» Издательство çурчĕ ЧР физкультурăпа спорт министрне С.Шелтукова, министерствăн ертсе пыракан специалистне А.Григорьева, Чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорне А.Макушева, И.Царевский проректора, ректор пулăшуçине Н.Осиповăна, академи преподавательне В.Глинкина, республикăри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертÿçине Ю.Карпова, ăмăртусен тĕп судйине З.Иванова, Ю.Бронюков яваплă секретаре, И.Смоленцев, П.Сидоров, С.Белков судья-информаторсене, В.Голландцев парад командующине, Чăваш Республикинчи Пахчаçăсен союзĕн председательне Ю.Соколова, «Триумф» ООО директорне С.Ильина, ЧР спорт ветеранĕсен канашĕн председательне В.Шоркина, Шупашкар районĕнчи Урай Макаç ялĕнчи Х.Макаров фермера ăшшăн тав тăватпăр.

Турнирăн тĕп спонсорĕсене — Чăвашпотребсоюз председательне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Валерий Михайлович Павлова тата "Чăвашгосснаб" ООО управляющине Валерий Михайлович Антонова — уйрăммăн ТАВ!

  • ЧР кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Ю.Карпов, республикăн тĕп тренерĕ, тĕнче спорт мастерĕ Б.Глинкин /сылтăмри/, кăçал Казахстанра иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче хăйсен ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăн йышăннă В.Шуряков /Шăмăршă районĕ/, А.Павлов /Елчĕк районĕ/, академи  тудентки А.Александрова тата В.Понихидкин /Канаш хули/.

ФОТОРЕПОРТАЖ