Пирĕн Ксюша – чи маттурри

8 Ноя, 2016

Чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускавра культурăпа искусствăсен «Меридиан» центрĕнче халăхсен хушшинчи «Тăван чĕлхепе тата патшалăх чĕлхипе юрлатпăр» конкурсăн супер-финалĕ иртнĕ. Унăн çĕнтерÿçи — Чăваш Ен пики Ксения Гришина.

Ентешĕмĕр Альбина Юрату поэтессăн «Хăш юррине юрлам- ши?»/ вырăсла Раиса Сарпи куçарнă/ сăввипе Вероника Арисова композитор кĕвĕленĕ юрра шăрантарнă. Продюсерĕ — Сер-гей Бреус.

Ксюшăна хисеплĕ премие — «Раççей халăхĕсен туслăхĕ» статуэткăна — чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Кремльти съездсен керменĕнче иртнĕ «Эпир пĕр шухăшлă» концертра панă. Ăна çавăн пекех корей халăхĕн Пĕтĕм Раççейри пĕрлĕхĕн председателĕ Василий Цо хăйĕн ятарлă парнийĕпе чысланă.

Иккĕмĕш вырăнта — «Россияночка» хор ансамблĕ. Ăна Араб Эмирачĕсен Пĕрлĕхне канма каймашкăн сертификат панă. Виççĕмĕш вырăнта — Анастасия Левченко, вăл 10 пин тенке тивĕçнĕ.