Комире – ĕçлĕ визитпа

2 Ноя, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçлĕ визитпа Коми республикинче пулнă. Михаил Игнатьевăн тата Коми пуçлăхĕн Сергей Гапликовăн ĕçлĕ тĕлпулăвĕнче икĕ республика килĕштерсе ĕçлессине аталантарассине пăхса тухнă.

Сергей Гапликов Чăваш Ен делегацине саламланă май çулçÿреве усăллă тума тăрăшнине, Коми Республики Чăваш Енпе пĕрлехи проектсемпе ĕçлеме хатĕррине палăртнă.

Михаил Игнатьев тараватлăхшăн, интереслĕ те ĕçлĕ программăшăн тав тунă, пĕрлехи ĕç икĕ республика çыхăнăвне çирĕплетессе шанни çинчен каланă. Вăл палăртнă тăрăх — Коми пуçлăхĕн команди тухăçлă ĕçлет. «Сирĕн патшалăх тата общество ĕçĕнчи опыт пысăк. Чăваш Енĕн премьер-министрĕ пулнă чухне тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме вĕрентеттĕр — эпĕ çакна манман. Коми пуçлăхĕн должноçĕнче те хăвăрăн принципсенчен пăрăнмастăр — республикăра пурăнакан халăхшăн тÿрĕ кăмăлпа ĕçлетĕр», — тенĕ вăл.

«Эпир аталантарас кăмăллă çул-йĕр нумай. Пирĕншĕн Чăваш Енĕн пысăк технологиллĕ медицинăпа çыхăннă опычĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Юлашки çулсенче нумай ĕç тунă. Çав шутра — куç микрохирургийĕ, ортопеди, эндопротезировани тата ытти те. Пирĕн ĕçтешлĕхĕн кун йĕркинче çавăн пекех пĕр-пĕрин патне делегацисем ярасси, производство, технологисен ыйтăвĕсем, этноссен туслăхне аталантарасси, пĕрлехи куравсем, семинарсем ирттересси, туризм майĕсемпе, Атăл çинчи питĕ илемлĕ вырăнсемпе паллашасси. Эпир Чăваш Ене Коми ачисене, санатори сиплевĕ кирлĕскерсене, йышăннăшăн тав тăватпăр. Ку пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ», — тенĕ Сергей Гапликов.

 Н.ЯКОВЛЕВА

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме