Михаил Игнатьев арçынсене упрама ыйтать

1 Ноя, 2016

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра ку хутĕнче Шупашкарти 43-мĕш шкулти пăтăрмах тата Чăваш Енри эпизооти лару-тăрăвĕ тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ. Чăннипех — пăшăрхантаракан ыйтусем.

43-мĕш шкулта ачасем вар-хырăм чирĕпе аптăрани пирки МИХсем иртнĕ эрнере пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Канашлура унти ĕç-пуçа тĕплĕ тишкерчĕç. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх — юпа уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне 20 ача аптăраса ÿкнĕ. Вĕсенчен 7-шне госпитализацилеме тивнĕ. 6-шне ачасен инфекци больницинчен кăларнă ĕнтĕ, сывлăх сыхлавĕн министрĕ тепĕр хĕрачана та «паян больницăран кăларасси» пирки каларĕ — вĕсен сывлăхĕшĕн хăрушлăх çук.

Паллах, шкул столовăйĕнче, кухнинче тĕплĕ тĕрĕслев ирттернĕ. Тĕпчев валли илнĕ тĕслĕхсенчен 36% хайхи чире сăлтавлама пултарнă вируссене тупса палăртнă. «Кунашкалли пирĕн нихăçан та пулман», — Надежда Феофановна çаплах каларĕ. Савăт-сапана, ыттине лайăх çуманни, хăшпĕр апата ачасене ăшăтса çитерни, хатĕрленĕ хыççăн ачасене париччен вăрах упрани, холодильникре тытмалли çимĕçсене ахаль çĕртех упрани тата ытти те — йĕркене пăснă тĕслĕхсен списокĕ питĕ вăрăм.

Вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев шкулсене ĕçме-çимепе тивĕçтерес ĕçре ытлашши посредниксем пурри пирки каларĕ — вĕсенчен хăтăлмалла. Сăмах май, 43-мĕш шкул тĕслĕхĕнче «Кулинар» ООО «Кулинар Плюс» ОООпа ĕçленĕ — иккĕшĕн те учредителĕсем пĕр çынсемех иккен. «Кавир çине» хайхи «Кулинар Плюс» ертÿçине те чĕннĕ. Вăл, Лилия Бенда, айăпне тунмарĕ: «Мана чăннипех намăс. Ку сферăра 47 çул ĕçлетĕп — çакнашкал пирвайхи тĕслĕх...» Шкул столовăйĕн производство заведующине ĕçрен хăтăрасси çинчен пĕлтерчĕ, унта ĕçлекен бригадăна салатса янă-мĕн.

Михаил Игнатьев вара тивĕçлĕ чиновниксем тĕлĕшпе çирĕп яваплăх пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. Шкулсен столовăйĕсене аутсорсинга панă май çак сферăна уйрăм çынсем килнĕ, анчах, куратпăр, вĕсене шанни тепĕр чухне тÿрре тухмасть. Эппин, çирĕп тĕрĕслев кирлĕ. Вăл шкулсен столовăйĕсене апат-çимĕçпе тивĕçтерес ĕçре коррупципе çыхăннă самантсем пулма пултарассине те хирĕçлемест — йĕрке тумаллах. Çав шутра хамăр патра пур продукцие хамăрăн предприятисенченех туянассине тĕпе хумалла. 43-мĕш шкулти тĕслĕх вара хăйнеевĕр урок пулма тивĕç: «Юрать-ха, ĕç-пуç çапла кăна вĕçленчĕ, тата та йывăртарах пулма пултарнă вĕт...» — калаçăва пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич.

Эпизооти лару-тăрăвĕ пирки ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов доклад турĕ. Шел те, выльăх, чĕрчунсен чирĕсем тĕлĕшпе сыхлăх кирлине ĕнентерекен тĕслĕхсем юлашки вăхăтра çине-çинех. Раççейре сыснасен Африка мурĕ алхасать, ытти чир те пайтах: ящур, оспа, мăйракаллă шултра выльăх лейкозĕ, выльăх туберкулезĕ... Чăваш Енре те кăçал пуçласа сыснасен Африка мурне тупса палăртнă.

Сыснасене туртса илсе тĕп тума тивнĕ май уйрăм çынсен çухатăвне саплаштарма кăна 19 миллион тенкĕ тÿленĕ, пĕтĕмпе вара республикăн резерв фондĕнчен 25 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. «Çак тăкак пулмасса та пултарнă вĕт — укçана вара ытти ĕç валли, калăпăр, вĕрентĕве аталантармашкăн, яма пулатчĕ», — пăшăрханăвне пытармарĕ Михаил Игнатьев. Çавăнпа та сыхлăха самантлăха та çухатма юрамасть. Пăрачкав районĕнчи тĕслĕхе пула Африка мурĕнчен сыхланас енĕпе чăннипех анлă ĕç пурнăçланă — хир сыснисене тĕрĕслесси таранах. Тискер 100 ытла сыснана тĕрĕсленĕ — чирлĕ чĕрчунсене тупса палăртман. Мур сарăласран йышăннă мероприятисем республикăра вĕçленмен-ха — чарусене пĕтĕмпех пăрахăçламан.

Выльăх лейкозĕ тĕлĕшпе те çивĕчлĕх пур. Унăн «вучахĕсем» Пăрачкав районĕнче уйрăмах нумай — 21. Улатăр тăрăхĕнче — 11, Шăмăршă районĕнче — 6. Выльăх, чĕрчунсем урнинчен сыхланасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕпрен илсен ку амак чирлĕ тилĕ амисенчен ерет. Апла тăк тилĕсем ытлашши хунаса каясран сыхланмалла — вĕсене тĕп тумалла. Ку енĕпе сунар служби ĕçлеме тивĕç, çавна май Михаил Игнатьев унăн ертÿçине асăрхаттарса та хăварчĕ: «Çурма браконьера çаврăннă инспекторсене ĕçрен хăтарăр, хăшпĕр инспектор браконьерсемпе çывăхланса кайнине пĕлетпĕр...»

Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă мероприятисене ирттерме хатĕрленни çинчен культура министрĕ Константин Яковлев пĕлтерчĕ. Программа анлă — чăваш халăхĕн историне ха-лалланă «Аслă халăх историйĕ» фильмăн Чăваш наци музейĕнче чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче иртекен премьеринчен пуçласа наци культура пĕрлĕхĕсен чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркелекен «Раççейри халăхсен пĕрлехи çемйи» фестивалĕ таранах. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев «Единая Россия» парти эрнекун митинг-концерт ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Ытти парти унашкал ме-роприяти йĕркелесси çинчен евитлемен, РЛДП тата «Родина» представителĕсем «Единая Россия» членĕсемпе пĕрле урама тухаççĕ. Коммунистсем вара Совет саманинчи йăларан пăрăнмаççĕ — хăйсен мероприятийĕсене республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирттереççĕ.

Юлашкинчен Михаил Игнатьев кăсăклă цифрăсем пĕлтерчĕ: республикăра паян 85 çул урлă каçнă 17355 çын пурăнать-мĕн. Шухăша каймалли самант çинче пусăм турĕ: асăннă йышăн 81% — хĕрарăмсем. Арçынсем — 19% кăна. «Çавăнпа та хĕрарăмсене арçынсем тĕлĕшпе тимлĕрех пулма ыйтасшăн, — шÿтлерех каларĕ Михаил Васильевич. — Эпир, арçынсем, хавшакрах, часах хуçăлатпăр...» Асăннă туртăм 100 çултан иртнисен хушшинче пушшех курăмлă. Ĕмĕр чикки урлă ярса пуснисем республикăра паян 98 çын. Вĕсен хушшинче, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова каланă тăрăх, арçынсем çукпа пĕрех — пĕр-икĕ çын кăна.

n Николай КОНОВАЛОВ