Никĕсĕ çирĕп – пуласлăхĕ пур

1 Ноя, 2016

Юлашки çулсенче республика сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнса лайăхланчĕ. Аякри нумай яла такăр çул, çут çанталăк газĕ çитрĕ. Çурт-йĕр тăвассипе те Чăваш Ен çĕршывра малтисен йышĕнче. Экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăрах Шупашкарта кăна мар, районсенче те çĕнĕ çуртсем, ача сачĕсем, ытти социаллă объект хута каяççĕ.

Çак хăтлăха пурнăçа кĕртекенсем — хăйсен ĕçне тĕплĕ тăвакан специалистсем. Вĕсенчен нумайăшне республикăри вĕренÿ заведенийĕсенче хатĕрлеççĕ. Ырă ят çĕнсе илнисен хушшинче — Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕ те. Иртнĕ эрнекун вăл 90 çул тултарнине паллă турĕ. Савăнăçлă ларăва хутшăнма унăн Илпек урамĕнчи 6-мĕш çуртри корпусне вĕренÿ заведенийĕн хисеплĕ ветеранĕсем, вĕрентекенсемпе сту-дентсем, кунтан тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнисем, хăнасем пухăнчĕç.

Уява республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл энергетика техникумĕнче вĕреннĕ. Строительствăпа энергетика, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх валли 36 пин специалист вĕрентсе кăларнă вĕренÿ заведенийĕн ĕç-хĕлне пысăк хак пачĕ.

Техникум директорĕ Петр Мишин /сăнÿкерчĕкре/ çакна палăртрĕ: «Строительство техникумĕ паянхи пек çирĕп пулман. Сĕнтĕрвăрри хулинче 1926 çулта уçăлнăскер çĕрйĕркелÿ техникумĕ шутланнă. 1967 çулта Шупашкара куçарсан ячĕ темиçе хутчен те ул-шăннă: политехника, энергетика техникумĕ. 2012 çултанпа вара паянхи ятлă.

Кунта çамрăксене ăс пухма, канма, спортпа туслашма хăтлă майсем туса панă: икĕ вĕренÿ корпусĕ, 600 вырăнлă икĕ общежити, производство мастерскойĕсемпе лабораторисем, спорт залĕсем, икĕ стадион. Вĕренÿ кабинечĕсемпе вулавăшсене компьютерсемпе тивĕçтернĕ. 17 специальноçпа 5 профессие алла илеççĕ.

Хушма квалификаци паракан тĕрлĕ тĕллевлĕ «Ăшă çурт» центрта производствăра усă куракан оборудованипе студентсене паллаштараççĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсем ăсталăха ÿстереççĕ. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен 2014 çултанпа 10,9 млн тенкĕ уйăрнă, бюджет тулашĕнчен 3,4 млн тенкĕ явăçтарнă.

Строительствăпа ЖКХ валли хатĕрлекен специалистсен пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе техникум «ТехноНИКОЛЬ» строительство академийĕпе виççĕмĕш çул тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕренÿ центрĕн ĕçне йĕркелеме, оборудованипе тивĕçтерме, тытса тăма укçа вăл уйăрать. Çуллен 300 ытла студент çул-йĕр юсакан, тăрă витекен рабочи профессине алла илет.

Техникум алăкне куллен 2 пин ытла çын уçса кĕрет. Сăмахран, иртнĕ çул 611 çамрăка вĕренме йышăннă, 532-шĕ куçăн майпа, 425-шĕ /69,5%/ тÿлевсĕр пĕлÿ пухать. Техникумра 95 педагог ĕçлет, вĕсенчен 15-шĕ — Раççейпе Чăваш Енĕн тава тивĕçнисем. Хальхи уявра та чылайăшне тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.

n Василий СОРОКИН