Интерессен шайлашулăхĕ кирлĕ

27 Окт, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян регионăн энергетика хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттернĕ.

Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, строительство министрĕн заместителĕ Владимир Максимов, Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен тата электроэнергипе усă куракан пысăк предприятисен ертÿçисем хутшăннă.

Регион ертÿçи энергохăрушсăрлăх ыйтăвĕсене татса панă чухне енсен интересĕсен шайлашăвĕн принципне пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Вăл çавăн пекех Чăваш Енре пурăнакансен интересĕсене тĕпе хурса тариф политикине пĕлсе тата виçеллĕ тытса пымалли çинчен каланă.