Халĕ - çĕнелмелли çĕнĕ тапхăр

24 Окт, 2016

Кĕрхи ĕçсене вĕçлесен чăваш халăхĕ яланах кĕрекере савăннă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн сумлă юбилейĕ те кĕр мăнтăрĕпе пĕр килни ытахальтен мар тейĕн. Чăн та, ака е вырма вăхăтĕнче пулсан аслă шкулăн çавра кунне паллă тума унăн выпускникĕсем, чылайăшĕ — ял хуçалăх тытăмĕнчех тăрăшакансем, çапла йышлăн килсе çитеймĕччĕç те.

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне республикăри чи аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕрне — ял хуçалăх академине — 85 çулпа саламлама тĕрлĕ çулта аслă шкул ертÿçи пулнисем, ăсчахсем, педагогсем, студентсем, вузран вĕренсе тухнисем, республикăри тĕрлĕ тытăм представителĕсем, Чăваш Енри, ытти регионри тĕрлĕ вĕренÿ за-веденийĕн пуçлăхĕсем йышлăн пухăнчĕç. Чаплă уява Раççей Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров та хутшăнчĕ.

Хăнасене ЧПЯХА ректорĕ Андрей Макушев ăшшăн кĕтсе илнĕ май çапла каларĕ:

— Академи сакăр теçетке ытла çул урлă каçрĕ пулин те — çамрăк-ха. Самана таппи çĕршывăмăрта ял хуçалăхне приоритетлă вырăн пама хистенĕ май пирĕн юратнă вузшăн çĕнĕ тапхăр пуçланать. Çĕнелмелли, хальччен пухнă опыта тĕпе хурса «уçман çеремсене» ĕçе кĕртмелли тапхăр. Пултаруллă ĕçтешсем хăйсен ăс-тăнне, ырăлăхне студентсене пама пултарсан, ырă вăрă пулăхлă çĕре варăнса калчаланнă пек, шанатăп, тухăç та ăнса пулĕ — пирĕн патран республикăна мала ярассишĕн тăрăшакан, пархатарлă тĕллевсемпе малашлăха талпăнакан, пысăк ăсталăхпа палăрса тăракан ывăл-хĕр çитĕнсе тухĕ.

Уявра академире тăрăшса вăй хуракан пысăк йыша тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. Вĕсене Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников, çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Коршунов, ЧР Патшалăх Канашĕн Комитет пуçлăхĕ Сергей Павлов, РФ патшалăх автоçул надзорĕн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ Юрий Титов, Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Клементьева пачĕç.

Ирина ПУШКИНА