Тарифсемшĕн М.Кадилова яваплă

20 Окт, 2016

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Марина Кадиловăна ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçине уйăрса лартасси çинчен калакан указа алă пуснă.

Регион пуçлăхĕ таварсем туянассин сферинчи контракт системине малалла лайăхла-тассипе, бюджет тăкакĕсен тухăçлăхне ÿстерессипе, хаксемпе тарифсене патшалăх енчен йĕркелесе пырассипе çыхăннă тĕллевсене палăртнă.

Марина Кадилова патшалăх тата муниципалитетсен саккасĕсем тăрăх аукционсем ирттер-нин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Кăçалхи тăхăр уйăхра Тариф служби республикăн патшалăх нушисене тивĕçтермешкĕн 3 пин ытла суту-илÿ ирттернĕ. Вырнаçтарнă саккассен хакĕ — 4 миллиард ытла тенкĕлĕх. Суту-илÿ тухăçлăхĕ 9,3% /2015 çулта — 8%/ танлашнă.

Михаил Игнатьев асăннă ĕçре суту-илĕве хутшăнакансен хушшинчи тÿрĕ кăмăллă конкуренци принципне тĕпе хунине палăртнă. Пĕр кунлăх иккĕленÿллĕ фирмăсем аукционсене хутшăнаймаççĕ. Çавăн пекех конкурс документацийĕн пахалăхĕ тĕлĕшпе те требованисем çирĕпленнĕ. «Мерăсем йышăннă май эпир суту-илÿ тасалăхĕпе уççăнлăхне тивĕçтеретпĕр», — пĕтĕмлетнĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ Марина Кадиловăна патшалăх службин ертÿçин должноçĕнче ăнăçлă ĕçлеме суннă. «Сирĕн кандидатура тĕлĕшпе Федерацин монополипе кĕрешекен службипе килĕшсе татăлнă. Пирĕн тĕллев — патшалăх тата общество интересĕсене хÿтĕлесси, общество финансĕсемпе усă курассине тухăçлă йĕркелесси», — тенĕ вăл.

К.АНДРЕЕВ.