Юлашки лаптăксенче

20 Окт, 2016

Тӳпене йывăр хура пĕлĕтсем карса илнĕ пулин те çумăр çумасть-ха. Уйри çул та çăрăлмасть, машина çăмăллăнах чупать. «Юрать, çанталăк кăштах шăнтрĕ, пылчăка типĕтрĕ», - тет Красноармейски район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Владилен Васильев.

«Таябинка» хуçалăх уйĕнче икĕ комбайн çĕрулми кăларать.

- Нумай юлмарĕ ĕнтĕ, 22 гектар кăна. Пĕр-икĕ кун типĕ тăрсан вĕçлемелле. Ытти çулсенче Пукравччен уйсем пушаннă. Пулăшма тепĕр икĕ комбайн çитмелле. Халĕ те икĕ сменăпа, çĕрĕпех ĕçлетпĕр, - пĕлтерчĕ Эдуард Николаев водитель. Вăл КамАЗпа çĕрулмине хранилищĕне турттарать. Унта пахчаçимĕçе сортласа сутма, упрамашкăн хума хатĕрлеççĕ. «Кăçал çĕрулми шултра тухать, - терĕç Валерий Смирновпа Владимир Иванов механизаторсем. - Нӳрлĕ çĕр çинче йывăртарах кăларма, техникăна тасатсах тăмалла». Уй-хирте ĕçлекенсене кунне икĕ хут вырăна тухса апат çитереççĕ. Вĕсене чăрмавсăр вăй хума условисем туса пама тăрăшни сисĕнет.

Чумаш ялĕпе юнашарах куккурус кашласа ларать. Унăн йывăр пуçĕ çĕрелле усăннă. Çулçисем тахçанах сарăхнă ĕнтĕ. Кунта та икĕ комбайн куккурус вырса çапать. Кĕçех йывăр техника пĕрин хыççăн тепри шăпланчĕ. Олег Васильевпа Федор Яковлев механизаторсем хĕрсех комбайнсене çӳпĕ-çапăран, пылчăкран тасатма пикенчĕç.

- Типĕ çанталăкра ĕçленипе танлаштараймăн çав, механизмсем чăхăмлаççĕ. Кансĕр, анчах мĕн тăвăн, пуçтармаллах. Кăçал çанталăк йĕркеллĕ ĕçлеме памасть. Юрать, нумай юлмарĕ, паян-ыран пĕтмелле. Тухăç пысăк, гектар пуçне 50 центнера яхăн тухать, - пĕлтерчĕ Олег Васильев комбайнер.

Районта «Красное Сормово», «Таябинка» хуçалăхсем виççĕмĕш çул куккуруса тырăлăх çитĕнтереççĕ. Пурĕ 640 гектар йышăнать вăл. Специалистсен сăмахĕпе выльăх-чĕрлĕхшĕн паха та тутлăхлă апат.

 

Çанталăка шан та...

- Пĕтĕмĕшле илсен районта кĕрхи ĕçсем йĕркеллех иртрĕç. Вырмана хутшăнакансене хавхалантарма, ĕç-хĕле хăвăртлатма ăмăрту йĕркелерĕмĕр. Ăна кашни эрнере пĕтĕмлетсе мала тухнисене вымпел, диплом, укçан преми парса чысларăмăр. «Таябинка» агрофирма ĕçченĕсем хăйсем хушшинче те ăмăртса вăй хучĕç. Районта ытларах вĕсем палăрчĕç. Хуçалăхăн тухăç лайăх тухни те кăтартăва ӳстерме пулăшрĕ, - каласа пачĕ Владилен Васильев.

- Апла районта вырмана вăхăтра вĕçлеме чăрмантаракан пулмарĕ?

- Техника, ГСМ, çынсем çителĕклех пулнă. Хуçалăхсем вырмана кĕске хушăра, типĕ кунсенче вĕçлерĕç. Икĕ фермер кăна васкамарĕç. Тырă вырса пĕтернĕ хуçалăхсем вĕсене техникăпа пулăшма хатĕрччĕ, анчах килĕшмерĕç. Хĕл ларичченех хĕвел пăхасса шанчĕç пулас. Çавăнпа тăкакне те самай курчĕç. Вăл тырра упрама та çук, вăрлăхлăх та хываймăн.

- Çапах Красноармейски тăрăхĕнче уй-хир пушаннă, ĕç вĕçленнĕ теме иртерех-ха.

- Чăн та, хальхи вăхăтра куккурус - 300, çĕрулми 25 гектар пуçтарса кĕртмелле. Тата фермерсен кăштах купăста та пур. Çывăх кунсенче лаптăксем пушанасса шанатпăр. Халĕ хуçалăхсенче çĕртме тăваççĕ. Пурĕ 5 пин гектар ытларах сухаланă. Иртнĕ çул кăтарту 10 пинрен иртнĕччĕ. Çавăнпа ĕçлемелĕх пур. Кĕрхи культурăсене 4150 гектар акнă, плана тултарнă. Пӳлмене тырă 30 пин тонна яхăн кĕнĕ. Гектар пуçне вăтамран 23 центнер тухрĕ.

- Хуçалăхсем чĕртавара ăçта вырнаçтараççĕ?

- Хăшĕ-пĕри выльăх-чĕрлĕхе апатлантарма ярать. Кун пек тупăш ытларах кĕрет. Ыттисем республикăри предприятисене сутаççĕ. Районта выльăх-чĕрлĕх йышĕ ӳссех пырать. Организацисемпе фермер хуçалăхĕсенче иртнĕ çулхинчен аш-какай 14,9 процент ытларах туса илнĕ. Сĕт сăвассипе те кăтарту пĕлтĕрхипе пăхсан 101,5 процентпа танлашнă. Кăçал ĕне пуçне 5 пин кг ытларах сĕт сăвасшăн. Условлă выльăх пуçне – 29,1 апат единици.

Çĕрулми гектар пуçне вăтамран 180 центнер тухрĕ. Килограмне 8-9 тенкĕпе сутаççĕ. Çапах ĕлĕкхи пек туянма килекенсем сахал. Тупăшлă сутас тесен хамăрăн чупса çӳремелле. Сĕт, аш вырнаçтарма паян чăрмав çук. Сĕтĕн чи пысăк сорчĕ - 26 тенкĕ /1 литрĕ/. Паха чĕртавар туса илсен тупăшсăр юлмăн.

Лариса Никитина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.