Чи лайăх тухтăрсене чысланă

18 Окт, 2016

Мускав облаçĕнчи «Архангельское» музей çуртра Пĕтĕм Раççейри «Çулталăкри чи лайăх тухтăр» XVI конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. Наградăсене РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Ве-роника Скворцова панă.
Республикăри онкологи клиника диспансерĕн паталогоанатоми уйрăмĕн ертÿçи Евгений Москвичев «Чи лайăх эксперт» номинацире виççĕмĕш вырăна тухнă. Асăннă клиникăра Евгений Васильевич 2003 çултанпа ĕçлет. Медицина ĕçченĕ ăслăлăхран та пăрăнмасть, 60 ытла наука ĕçĕн авторĕ вăл. 2013 çулта медицина наукисен докторĕн диссертацине хÿтĕленĕ.
«Васкавлă медпулăшăвăн чи лайăх тухтăрĕ» номинацире иккĕмĕш вырăна Республикăри васкавлă медпулăшу станцийĕн тухтăрĕ Маргарита Давыдова йышăннă. Асăннă службăра вăл — 1989 çултанпа. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче 29 çул вăй хурать.