Федераци программисене хутшăнмалла

18 Окт, 2016

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей транспорт министрĕ Максим Соколов ирттернĕ селектор канашлăвне хутшăннă. Унта федераци субъекчĕсем çул-йĕр сетьне аталантарас енĕпе мĕнле ĕçленине пăхса тухнă.

Максим Соколов пĕлтернĕ тăрăх — 2016 çулта çул-йĕр объекчĕсене реконструкцилеме тата юсама федераци бюджетĕнчен регионсене 150 миллиард тенкĕ уйăрса панă. Укçан пĕр пайĕ — регионсенчи çулсене анлăлатма, çавăн пекех вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене нормăпа килĕшÿллĕн йĕркелеме. 19 субъект кĕперсем тума тата вĕсене юсама укçа илнĕ.

Министр черетлĕ строительство тапхăрĕ вĕçленсе пынине палăртнă. "Халех çитес сезона хатĕрленме пуçламалла, — тенĕ вăл. — Регионсенчен ытларахăшĕ РФ Президенчĕ йышăннипе пурнăçлакан "Хăрушлăхсăр тата паха çулсем" стратеги проектне хутшăнма пултараççĕ. Пирĕн пĕрлехи тĕллев — раштавăн 1-мĕшĕччен Правительствăна агломерацисен çул-йĕр сетьне аталантармалли комплекслă программăна парасси. Унта çулсене тивĕçлĕ нормăсемпе килĕшÿллĕн йĕркелемелли ĕçсем те, çулçÿрев хăрушсăрлăхне çирĕплетмелли мероприятисем те кĕмелле".

Канашлу вĕçленнĕ хыççăн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вице- премьера — финанс министрне Светлана Енилинăна, транспорт министрне Михаил Резникова, Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова çул-йĕр объекчĕсен реконструкцийĕпе çыхăннă ĕçсене тĕрĕслесе тăрассине вăйлатма хушнă.

Сăмах май, республикăн Çул-йĕр фончĕн бюджет ассигнованийĕсен 2016 çулхи калăпăшĕ 4,2 миллиард ытла тенкĕпе танлашать. ЧР Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх — пысăк объектсен реконструкцийĕпе строительстви валли уйăрнă укçа-тенкĕпе туллин усă курĕç. Çитес çулхи çĕртме уйăхĕнче Шупашкарти çĕнĕ Мускав кĕперĕпе транспорт çÿреме пуçлĕ. Михаил Игнатьев республика федерацин 2017 çулта çулсем тумалли тата вĕсене юсамалли программăсене Мускав укçине явăçтарса хутшăнмалли татăклă сĕнÿсем пама ыйтнă.

К.АНДРЕЕВ