Конкурса пĕтĕмлетнĕ

17 Окт, 2016

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне халалласа Чăвашстат тата «Хыпар» Издательство çурчĕ пуçарнипе ирттернĕ ÿкерчĕксен «Тăван ялăм, савнă ялăм» конкурсне 300 ытла ача хутшăннă.

Вĕсем тăван тăрăх илемне, унăн паллă вырăнĕсене, аслашшĕ- кукашшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ пурăнакан яла, вĕсен пурнăçне, çырава кĕтсе илме хатĕрленнĕ хуçалăха, тыр-пулпа савăнтаракан анлă уй-хире, ашшĕ-амăшне пулăшакан ывăл-хĕре сăнланă.

Ачасем ÿкернĕ — çитĕннисем хакланă. Жюри членĕсен çĕнтерÿçе палăртмашкăн çăмăл пулман: кашни ÿкерчĕк хăйне май илемпе илĕртнĕ, ăна ăсталаканăн ырă чунне уçса панă. Тĕплĕн тишкернĕ хыççăн «Пирĕн пата çыруçă килчĕ», «Тăван ялăма юрататăп» тата «Манăн тухăç» номинацисенче мала тухнисене палăртнă.