Преми, ĕççи, пассажирсем...

17 Окт, 2016

Чăваш Енĕн Пĕтĕм Раççейри чи лайăх пĕтĕмĕшле вĕрентÿ организацийĕсен рейтингĕсене кĕнĕ шкулĕсем валли 1 миллион тенкĕлĕх çулленхи преми туса хунă. Тивĕçлĕ указа алă пусни çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăматкун районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парассишĕн çине тăракан педагогсене, ашшĕ-амăшне тав тунă, ытти шкулăн асăннă рейтингсене кĕнисенчен тĕслĕх илмеллине палăртнă. Аса илтерер: Раççейри чи лайăх шкулсен ТОП-500 тата ялсенчи шкулсен ТОП-200 йышне пирĕн республикăри ху-ласенчи 9 тата ялсенчи 8 шкул кĕнĕ.

Республика Пуçлăхĕ Министрсен Кабинечĕ бюджета тÿрлетÿсем кĕртес енĕпе ĕçлени çинчен пĕлтернĕ. Çитес виçĕ çуллăх бюджет проектне кĕçех Патшалăх Канашĕ тишкерĕ. Михаил Васи-льевич муниципалитетсен ертÿçисене конкурс документацине тĕплĕ хатĕрлемелли пирки аса илтернĕ — çакă конкурс процедурисене вăхăтра ирттерсе укçа- тенке социаллă ыйтусене татса памашкăн яма кирлĕ.

Çак кунсенче хăй Пĕтĕм тĕнчери çул-йĕр куравне хутшăнни çинчен каланă май Михаил Игнатьев республикăри çулсем çинче транспорт йывăрăшĕн тĕрĕслевĕн пункчĕсене уçмаллине палăртнă: «Ытлашши виçеллĕ машинăсене штраф тÿлеттермелле е груза пушатмалли альтернативлă вариантсем сĕнмелле».

Вăл федераци бюджечĕ çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн Чăваш Ене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене çурт-йĕрпе тивĕçтермешкĕн 2016 çул валли — 11,85 миллион, 2017 çул валли 99 миллион тенкĕ ытла хушма укçа пама палăртни çинчен пĕлтернĕ.

Çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртессипе çыхăннă ĕçсемпе ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарнă. Пĕтĕмпе 645 пин тоннăна яхăн тĕштырă пухса илнĕ, вăтам тухăç — гектартан 22,8 центнер. 1274 гектартан 7,2 пин тонна куккурус пухса кĕртнĕ, унăн тухăçĕ 63,5 центнерпа танлашнă. Çанталăк условийĕсем хресчене чăрмантараççĕ, çапах хуçалăхсем çине тăрсах ĕçлеççĕ. Çĕрулмине 8,4 пин гектартан пухса кĕртнĕ — 147 пин тонна ытла. Вăтамран кашни гектартан — 176 центнер ытларах. Кăлармалли тата 815 гектар юлнă. Кĕрхи культурăсене 95,4 пин гектар акнă.

Г р а ж д а н с е н е к и в ĕ ç у р т - й ĕ р ф о н д ĕ н ч е н к у ç а р м а л л и п р о г р а м мăн виççĕмĕш тапхăрне мĕнле пурнăçлани çинчен строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Иванов каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — Йĕпреç, Куславкка районĕсенче, Улатăр хулинче программăна пурнăçласси юларах пырать. Шупашкарта та темиçе объект тĕлĕшпе ыйтусем пур. Михаил Игнатьев администрацисен пуçлăхĕсем ку ĕçшĕн пайăррăн явап тытни пирки асăрхаттарнă май подрядчиксене суйласа илнĕ чух питĕ тимлĕ пулмалли, иккĕленÿ çуратакан организацисемпе çыхланма юраманни пирки каланă.

Пассажирсене илсе çÿрессине йĕркелес ыйтусене сÿтсе явнă. Республикăра пĕтĕмпе 558 автобус маршручĕ. Федераци саккунне улшăнусем кĕртнĕ май ЧР Транспорт министерстви муниципалитет-сен хушшинчи маршрутсемпе пассажирсене илсе çÿрессине планламалли проектсем хатĕрлет. Ка-нашлура çул-йĕр сетьне виçеллĕ тăвас, пĕр килекен маршрутсене пĕтерес, социаллă маршрутсем валли субсиди уйăрас ыйтусене татса панă.

Ч ă в а ш Е н П у ç л ă х ĕ улшăнусене çул панă м а й ç ы н с е н х ă т л ă х не тивĕçтермелли пирки асăрхаттарнă: «Тупăшлă-и е çук-и — пирĕншĕн пассажирсене илсе çÿрессине кирлĕ шайра йĕркелесси тĕп вырăнта пулмалла». Çулçÿрев хакне ÿстерме юраманни пирки те каланă: «Пĕтĕмпех тĕплĕ шутламалла. Паянхи лару-тăрăва япăхлатма пултаракан йышăнусене ĕçе кĕртме чарăп», — тенĕ вăл.

Д.ВОЛКОВ

Автор: