Çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунар!

13 Окт, 2016

Раççейре Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунне 1996 çулта паллă тума пуçланă. Календарь çинче тепĕр професси уявĕ çырăннинчен тĕлĕнмелли çук: çул-йĕр хуçалăхĕнче тата унпа çыхăннă тытăмсенче 750 пине яхăн çын вăй хурать.

Хальхи вăхăтра çул-йĕр строительстви аталанса, вăй илсе, çĕршыври автоçулсен — ял тăрăхĕсенчи çулсенчен пуçласа федераци пĕлтерĕшлисем таранах — пахалăхне ÿстерсе пырать. Çĕнĕ йышши трассăсем çынсен пурнăçне лайăх енне улăштараççĕ, бизнеса аталантарма условисем, çĕршывăн кирек хăш тăрăхне чăрмавсăр çитме майсем туса параççĕ. Юлашки çулсенче çул-йĕр отраслĕ, чăннипех те, патшалăх экономикине хăват парса тăракан тытăм пулса тăчĕ.

Чăваш Енри çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсене паян професси уявĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР транспорт министрĕ Михаил Резников саламларĕç.

— Республика ертÿлĕхĕ çул-йĕр строителĕсен умне пысăк тĕллев лартать: вĕсен çул-йĕр фончĕпе туллин усă курни çеç мар, çулсене пахалăхлă тăвассишĕн те тăрăшмалла. Çулсен хăрушсăрлăхĕ пирки те манмалла мар. Тротуарсене йĕркене кĕртнинчен, çул хĕрринче çутă хатĕрĕсене вырнаçтарнинчен, çул урлă каçмалли ятарлă вырăнсем тунинчен — хăтлăх, хурăшсăрлăх нумай килет. Çавна май хамăрăн тивĕçсене яваплăха туйса пурнăçламалла, — терĕ транспорт министрĕ Михаил Резников. Çавăн пекех вăл кăçалхи çул çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсемшĕн ăнăçлах пулманни, йывăрлăхсем чăрмав кÿни çинчен пĕлтерчĕ. Професси уявĕ савăнмалли сăлтав çеç мар, пĕтĕмлетÿсем тумалли, йăнăшсене тупса палăртса вĕсене пĕтермелли çул-йĕре шырамалли вăхăт пулнине те палăртрĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин çăмăл мар, анчах республикăшăн пĕлтерĕшлĕ професси суйласа илнĕ ĕçченсене саламланă май каланă сăмахра та ку шухăш тĕпре пулчĕ:

— Уяв тĕлне çул-йĕр строительствин тĕп ĕçĕсене вĕçленĕ пулсан аванччĕ паллах. Анчах республикăра чылай пысăк объект халĕ те хута кайман-ха. Çулталăк пĕтиччен çине тăрса ĕçлесе вĕсене вĕçлессе шанатпăр.

Премьер-министр çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсемшĕн 2017 çул ăнăçлăрах, контрактсен шучĕ ытларах, ĕç калăпăшĕ пысăкрах пуласса кĕтнине палăртрĕ, ăнăçу сунчĕ.

Уява илем кÿрекенни вăл, паллах, пултаруллă хастарсене чыслани. Вĕсем çул-йĕр строителĕсен хушшинче сахал мар. Çул саракансемпе кĕпер хывакансем, водительсемпе рабочисем, проектировщикесмпе механизаторсем тĕрлĕ наградăна тивĕçрĕç. «Веснянки» ансамбль юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

В.БАГАДЕРОВА.